13 марта 2018 г.
МАРТĂН 6-мĕшĕнче «Туслăх» спорт комплексĕнче «Юнармия» çарпа патриот юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн фестивалĕ пулса иртрĕ. Унта районти 8 пĕтĕмĕшле шкулта вĕренекенсем хутшăнчĕç. Фестиваль хăнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, вырăнти «Юнармия» уйрăмĕн штаб начальникĕ А.Еремеев, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн специалисчĕсем ăшшăн саламларĕç, Тăван çĕршывăн малашлăхĕ вĕсенче пулни çинчен аса илтерсе ăнăçу сунчĕç.
Слет программипе килĕшỹллĕн, шкул ачисем ГТО спорт нормисене пурнăçлас тĕллевпе ăмăртмалла бассейнра ишрĕç, тăрăшшĕне сикрĕç, автомата вăхăтпа салатса пуçтарчĕç.
Районти вăтам шкулсем хушшинче, тупăшусенче чи нумай балл пуçтарса, Карапай Шăмăршăри шкул ачисем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Шăмăршă, виççĕмĕш вырăнта - Палтиел вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем вырăнсене çапла пайларĕç: çĕнтерỹçĕсем - Шăмăршăри вăтам шкул ачисем. Призерсем: Кивĕ Чукалти тата Анат Чаткасри шкул ачисем.
Çĕнтерỹçĕ тата призер командăсене Дипломпа тата вырăнти «Юнармия» уйрăмĕн удостоверенийĕсемпе чысларĕç.
С.ИЗМУКОВ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"