Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Отличница, активистка, спортсменка

27 января 2018 г.

Отличница, активистка, спортсменка

ЕЛЕНА ПАЙМИНА Шăмăршăри вăтам шкулта 10-Б класра «5» паллăсемпе кăна вĕренет. Киленсех ăс пухать, кунта унăн тăрăшулăхĕ те, çирĕп тĕллевсем лартма пĕлни те, анлă тавракурăмĕ те палăрать. Унăн уйрăмах килĕштерекен предмечĕсем: вырăс чĕлхипе литератури, истори, обществознани. Çак предметсемпе вăл районта иртекен олимпиадăсене те хутшăнать, çулсерен çĕнтерỹçĕ е призер Грамотисене тивĕçет. Регионти олимпиадăсенче те час-часах район чысне хỹтĕлет. Пĕлтĕр Шупашкарта иртнĕ вырăс литератури олимпиадинчен призер Дипломĕпе тата медалĕпе таврăнчĕ.

Елена пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ: вĕренỹре те, спортра та, обществăлла ĕçре те хастар. Баскетбол, волейбол, çăмăл атлетика – пурне те кăмăллать. Шывра ишме те юратать – спорт ăмăртăвĕсенче те яланах малтисен хушшинче.

Творчество конкурсĕсене те активлă хутшăнанть вăл - Аслă Çĕнтерĕве халалланă Пĕтĕм Раççейри сочинени конкурсĕнче тата çĕршыв шайĕнчи кадетсен пултарулăх фестивалĕн «Сăнỹкерчĕк» номинацийĕнче çĕнтерỹçĕ пулнă. Пилĕк çул кадет класĕнче пĕлỹ илнĕскер, кадетсен пур мероприятийĕнче те пултарулăхĕпе тата пуçарулăхĕпе палăрса тăнă: ташă балĕнче те, «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисенче те. Ахальтен мар ăна 2017 çулта республикăри «Чи лайăх кадет» кăкăр çине çакмалли паллăпа наградăланă. Унсăр пуçне маттур вĕренекен «Артек» шкул ачисен лагерĕнче (2015 ç.) тата «Орленок» Пĕтĕм Раççейри ачасен центрĕнче (2016 ç.) канма тивĕçнĕ.

Лена пуринчен ытла туслăха хаклать - пĕрле вĕренекенсемпе ăшă кăмăллă, аслисен сăмахне тимлет, хăйĕн шухăшне те уççăн калама пултарать. Шкулта ăна пурте хисеплеççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиатне малашне те вĕренỹре пысăк çитĕнỹсем сунатпăр.

Г.ИВАНОВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика