Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайри мала, спорт тусĕсем!

25 сентября 2014 г.

Кайри мала, спорт тусĕсем!

Нацисен кросĕ - юлашки çулсенче çĕр-шывра йăлана кĕнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт пулăмĕ. Физкультурăпа спорта юратакан çĕршер те çĕршер çынна туслă пĕр йыша явăçтарать вăл. Иртнĕ вырсарни кун районта иртнĕ кросс пирки те çакнах каламалла. Кашни ял поселенийĕнчех йĕркеленĕ ăна. Чи массăлли вара, тỹрех палăртмалла, - Шăмăршăра. Район администрацийĕпе Культурăпа кану центрĕн çурчĕсен хушшинчи лапама çак кун халăх йышлă пухăнчĕ. Çанталăк хĕвеллĕ тăни те çынсене кунта туртрĕ пулмалла. - Нацисен кросĕ физкультурăпа спорт тусĕсемшĕн - уявран та уяв, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев ăмăртусене уçса ăнăçлă стартсем суннă май. - Спорт - сывлăх çăл куçĕ: сывă çынра вăй тапса тăрать, унăн ĕç тухăçлăхĕ те пысăкрах. Паллах, кашниех мала тухаймĕ, анчах кроса хутшăнни - хăйех пысăк çĕнтерỹ. Кайри мала, спорт тусĕсем! Йăлана кĕнĕ йĕркепе кросс умĕн массăллă зарядка иртрĕ. Лапама пухăннисем Владимир Высоцкийĕн "Ирхи гимнастика" юррин кĕввипе старт умĕн шăм-шакне çемçетрĕç, хушма хăват илчĕç. Шăмăршăра спорт юхăмĕ аталансах, вăй илсех пыни чăннипех савăнтарать. Хальхинче те хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхас текенсем сахал мар пулчĕç - шкул ачисемпе спорт ветеранĕсем таранах. Çамрăксене - çул, аслисене - хисеп тенĕ евĕр, старта чи малтанах Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 1-4 классенче вĕренекенсем тăчĕç. Кашниех çĕнтерес ĕмĕтлĕ. Чимĕр-ха, васкар мар, финиша кĕтер. Вăхăт нумаях та иртмерĕ - палăртнă дистанцие Павел Павлов вĕçлерĕ, ун хыççăнах - Иван Милюшкин тата Семен Романов. Хĕрачасенчен вара чи маттурисем Даша Харитонова, Марина Яковлева, Катя Тимофеева пулчĕç. Ăмăрту малалла тăсăлать. Тепĕр тапхăрта 5-8 классенче вĕренекенсем тупăшаççĕ. Ку ушкăнта арçын ачасенчен Руслан Харитонова, Айдар Шайхатарова, Максим Ревунова, хĕрачасенчен Кристина Чебанпа Влада Смирнована, Элеонора Розована çитекенсем пулмарĕç. Аслă классенче ăс пухакансен чупăвĕ те çивĕч иртрĕ. Ỹсĕме кура, вĕсен дистанцийĕ те вăрăмрах. Анчах вĕресе тăракан вăй-халлă çамрăк спортсменсемшĕн нумай-и вара çакă? Ку ушкăнра Александр Захаров, Николай Шиллер, Андрей Хафизов тата Вера Удина, Роксана Кузьмина, Оля Кисамеева чи малтан вирхĕнсе çитрĕç. Предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем те спортран ютшăнманни лайăх курăнчĕ кросра. Çакна Станислав Ястребовпа Алмаз Садертдинов (пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх), Сергей Кузьмин (халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр), Надежда Милюшкина (Шăмăршă шкулĕ), Лидия Угарина (МФЦ), Лидия Гордеева (район администрацийĕ) дистанцие ăнăçлă вĕçленипе çирĕплетрĕç. 18-35 çулсенчи ушкăнри спортсменсенчен вара чи вăйлисем - Вячеслав Дмитриев (район администрацийĕ), Петр Сорокин (подстанци), Эдуард Козлов, Галина Сорокина (районти тĕп больница), Эмилия Концова (физкультурăпа спорт комплексĕ) тата Екатерина Яковлева ("Ромашка" ача сачĕ). 35 çултан аслисенчен кросра Наиль Тепитов (полици уйрăмĕ), Игорь Поляков (районти тĕп больница), Людмила Давыдова (район администрацийĕ), Наталия Андреева (тĕп больница), Марина Абсалямова (Шăмăршă шкулĕ) палăрчĕç. Спорт ветеранĕсем те хăйсен формине çухатасшăн мар-ха - хыçа юлнă çулсем вĕсене çамрăклатаççĕ кăна тейĕн. Ку ушкăнта Владимир Мартынов (Шăмăршă шкулĕ), Олег Львов (тĕп больница), Геннадий Федотов (аптека), хĕрарăмсенчен Валентина Стратилатова ("Аленушка" ача сачĕ), Мария Юнкерова (тĕп больница) тата Лидия Иванова (Шăмăршă шкулĕ) хăйсем ыттисенчен вăйлăрах пулнине çирĕп-летрĕç. ...Нацисен кăçалхи кросне районта 1500 çын ытла хутшăннă.

В.МИХАЙЛОВ.

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛ. Чăн-чăн уяв пекех иртрĕ "Нацисен кросĕ-2014" ялта. Кăçал икçĕр çын ытла хутшăнма кăмăл тунă унта. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Угарин ăнăçлă стартсем сунчĕç. Чупăва "Радуга" ача садне çỹрекенсем пуçларĕç. Чи маттурри - Милана Кириллова. Шкул ачисенчен вара хăйсен ỹсĕмĕсенче Дмитрий Кудряшов, Никита Юманов, Дмитрий Чамеев, Евгений Антонов палăрчĕç. Хĕрачасенчен чи вăйлисем - Дарья Копылова, Юрби Антонова, Александра Краснова, Маша Юманова. Аслисем те çамрăксенчен юлас темерĕç. Акă, Нина Судукова, Елена Угарина, Валентина Мандрюкова хăйсен вăй-халне финиша пуринчен те малтан çитнипе çирĕплетрĕç.

Н.УГАРИНА.

ПАЛТИЕЛ. Сывă ỹтре сывă чун тени те çынсене нацисен кросне хутшăнма йыхравларĕ пулас. Кăçал мала тухассишĕн, çĕнтерỹшĕн тупăшма физкультурăпа спортăн 250 ытла тусĕ кăмăл тунă. Хальхинче старта шкул ачисем, çамрăксемпе спорт ветеранĕсем, ял тăрăхĕн администрацийĕнче, учрежденисенче ĕçлекенсен командисем тăчĕç. Çавăн пекех, çемье командисем те ăмăртăва хаваспах хутшăнчĕç, начар мар кăтартусемпе савăнтарчĕç.

К.СЕЙФУТДИНОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика