Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Октябрĕн 9-мĕшĕ - спорт уявĕ

19 сентября 2014 г.

Çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе, Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне хатĕрленсе тата йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен организацилле комитетăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников пĕлтернĕ тăрăх, Форумăн ĕçлĕ программине Чăваш Енрен 250 çын хутшăнма квота уйăрса панă. Форум йĕркипех спортпа çыхăннă педагогика общественноçĕ валли спортăн 8 тĕсĕпе мастер-классем ирттерме палăртнă (çăмăл атлетика, триатлон, сĕтел çинчи теннис, адаптацилле спорт, спорт кĕрешĕвĕ, самбо, спорт гимнастики, фигура туса ярăнасси). Мастер классене пурĕ 400 ытла специалист хутшăнать, вĕсене пурне те Санкт-Петербургри физкультурăпа спорт университечĕ çумĕнче тренер квалификацине ỹстернине çирĕплетекен удостоверени параççĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, Чăваш Ен тренерĕсен Раççейри чи лайăх специалистсем патĕнче вĕренме май пулать, вĕсем вара малашне хăйсем те çакнашкал мастер-классем йĕркелеме пултарĕç. Форума медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă планпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарнă. Спорт утăмĕпе утакансен кунне йĕркелесси тата спортсменсен парачĕ çинчен Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков каласа панă. Октябрĕн 9-мĕшĕнче, 13 сехетре, Шупашкарта спорт утăмĕпе утакансен Пĕтĕм тĕнчери кунне официаллă майпа старт параççĕ. Олимп резервĕн шкулĕн "утаканĕсем" ертсе пынипе, 10 пин ытла çын залив çумĕпе утса иртĕç. 14 сехетре Хĕрлĕ лапамра Спорт парачĕ старт илет, унта Тĕнче тата Раççей чемпионĕ-сем хутшăнаççĕ. Физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников палăртнă тăрăх, спорт утăмĕпе утакансен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ Раççей Федерацийĕнче пĕрремĕш хут иртет. Çакнашкал мероприятие тĕнчере 10 çул ытла йĕркелеççĕ ĕнтĕ, унта çуллен 150 çĕр-шыври 12 миллиона яхăн çын хутшăнать. Сергей Мельников каланă тăрăх, утакансен мероприятийĕ - спорт ăмăртăвĕ мар, вăл сывлăха çирĕплетессипе çыхăннă, наци кросĕ евĕр иртет. Тĕпрен илсен, унăн тĕллевĕ - çынсен хускану активлăхне ỹстересси. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакна палăртнă: тĕп тĕллев - çынсене спорт занятийĕсене явăçтарасси. Вăл социаллă сфера учрежденийĕсенче ирхи зарядка тăвассине çирĕп йăлана кĕртме чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика