Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи вăйли - Шăмăршăран

25 августа 2014 г.

Чи вăйли - Шăмăршăран

Кăçалхи августăн 13-17-мĕшĕсенче Беларусьри Витебск хулинче кире пуканĕн триатлонĕпе пĕтĕм тĕнчери Олимпиада пулса иртнĕ. Тăхăр çĕр-шыври спортсменсем хутшăннă унта, мала тухассишĕн тупăшнă. Çакна та палăртса хăвармалла: олимпиадăна Гиннессăн коллективлă номинацийĕ, Лондонри "Гиннессăн тĕнче рекорчĕсем" штаб-хваттерĕн спорт комиссарĕ те килсе çитнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче 95 килограма çитичченхи виçери спортсменсем хушшинче Шăмăршă вăтам шкулĕн учителĕ Константин Кусаинов вăй виçнĕ. "Супер-спринт" номинацире вăл çак виçере чи вăйли пулнине çирĕплетнĕ. "Виçĕ енлĕ Олимп кĕрешĕвĕ" номинацире вара Константин чи мала тухнипе пĕрлех тĕнче результатне çĕнетнĕ. К.Кусаинов - тĕнчен виçĕ хут рекордсменĕ, Гиннесс рекорчĕсен кĕнекин икĕ хут рекордсменĕ.

М.ЯКОВЛЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика