16 августа 2014 г.
РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН Президенчĕн Владимир Путинăн "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери форума Шупашкарта ирттересси пирки кăларнă Указне ырласа йышăнтăмăр. Пирĕн республикăра, çавăн пекех хамăр районта та спорт пысăк хисепре. Тĕрлĕ ăмăртусем, вăйăсем тăтăш иртеççĕ, вĕсене халăх йышлă хутшăнать. Хальхи вăхăтра районта пурăнакансен 40 проценчĕ ытла физкультурăпа тата спортпа туслă. Шăмăршăри "Туслăх" спорт комплексне, ял шкулĕсенчи спорт залĕсене çĕр-çĕр çын çỹрет. Район халăхĕ Сывлăх кунĕсене кăмăлласах хутшăнать. Спорт сооруженийĕсемпе тỹлевсĕр усă курма май пуррипе çак кун "Туслăх" комплекса ялсенчен те йышлă килеççĕ. Кунти бассейнра ишсе, тĕрлĕ секцисене çỹресе çĕр-çĕр çын сывлăха тĕреклетет.
В.АНТОНОВ, район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн тĕп специалисчĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"