13 августа 2014 г.
Петр УГАСИН,спорт ветеранĕ: "Эсĕ сăпкаран ансанах чупма пуçларăн", - тетчĕ анне. Халĕ эпĕ 60 çул урлă каçрăм, эппин, сахалтан та 59 çул чупатăп. Ача чух çерем çинче çара уран чупса ăмăртаттăмăр, кĕрешеттĕмĕр, лапталла выляттăмăр. Шел, паян ялта çак ỹкерчĕке кураймăн. Ачасем - компьютер е телевизор умĕнче. Кун пек лару-тăрура çирĕп сывлăх пирки калаçнин усси сахал. Паянхи уява та Шăмăршă ачисем кар тăрса пуçтарăнман, çакăнта учительсен айăпĕ те пур тесе шутлатăп.
Станислав ЯСТРЕБОВ, коммуналлă предприяти ертỹçи: - Ман ỹсĕмрисем мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă çитĕннĕ. Спорт пире пурнăçра пулăшса пынă. Халĕ те кашни ирех физзарядка тăватăп, сивĕ шывпа çăвăнатăп. Паянхи уяв пурте пĕрле тăрса физзарядка тунинчен пуçланнине эпĕ чунтан ырлатăп.
Вадим СЕВРЮГИН, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ: - Эпĕ йышлă ачаллă çемьере çитĕннĕ. Юлхав пулма май та пулман, яланах атте-аннене пулăшнă. Шкулта та, институтра та спортпа туслă пулнă. Паян та спортран ютшăнмастăп-ха. Физкультурник кунĕ асра юлмалла иртрĕ, кунĕ те ытарма çук илемлĕ пулчĕ.
С.ИВАНОВ калаçнă.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"