Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авăтать куккук, янăрать вăрман…

20 июня 2014 г.

Авăтать куккук, янăрать вăрман…

Акатуй... Сабантуй... Çак икĕ сăмахăн пĕлтерĕшĕ пĕрре. Сăваплă Шăмăршă çĕрĕ çинче туслăн та килĕштерсе пурăнакан халăхсем мĕн авалтан çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен пысăк уява пуçтарăннă. Акатуй-сабантуй уявĕнче юрласа-ташласа савăннă, паттăрсем кĕрешсе вăй виçнĕ, урхамахсем çил пек ыткăннă, суту-илỹ хĕрсе пынă... Çак ырă йăла паян та манăçманни, пачах та урăхла - туслă халăхсен фольклорĕпе, спорт ăмăртăвĕсемпе пуянланса пыни - чунтан савăнтарать. Районти культура ĕçченĕсем, илемлĕ пултарулăх коллективĕсем, спорта юратакан çынсем Акатуя чăн-чăн илем кỹреççĕ. Çакă Культура çулталăкĕнче иртекен уявра уйрăмах яр-уççăн палăрчĕ. Акатуй Раççей кунĕпе тỹр килни те унăн пĕлтерĕшне, хакне ỹстерчĕ пулĕ. Эпир пурте - Раççей çыннисем, Тăван çĕр-шывăмăр пирĕн пĕрре. Тутар халăх поэчĕ Зеки Нури калашле, Тăван çĕр-шыв вăл вырăсшăн та, тутаршăн та, чăвашшăн та, ирçешĕн те - юратнă анне вырăнĕнче. ... Акатуй сцени çинче, ун умĕнчи лапамра музыкăпа хореографи композицийĕ пырать. Питĕ тăрăшса, кашни саманчĕ илемлĕ пултăрччĕ тесе чун ăшшипе хатĕрленĕ ăна культура ĕçченĕсем. Районта чапа тухнă "Антонина" тата "Фламинго" ташă коллективĕсем композицие илĕртỹллĕ те асра юлмалла сăнарларĕç. Сцена çине хисеплĕ хăнасем хăпараççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев Акатуй-Сабантуй уявĕ уçăлни çинчен пĕлтерсен Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем чун-чĕрене хумхантарса мăнаçлăн янăрарĕç. Акатуй ялавне районти хисеплĕ çынсем - кăçалхи çур аки паттăрĕ, "Колос" Агрофирма" ООО тракторисчĕ Петр Захаров, кире пуканĕ йăтассипе Тĕнче, Европа тата Республика чемпионĕ Владимир Шуряков, Палтиел ял тăрăхĕн библиотекарĕ Милевше Гайнуллова çĕклерĕç. Акатуй халăхне тата уява курма килнĕ хăнасене чун-чĕререн саламланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев çакна палăртрĕ: Шăмăршăсем хуть те хăçан та, кирек мĕнле йывăрлăхра та пуçĕсене усмаççĕ, пурнăçа лайăхлатассишĕн чунтан тăрăшаççĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата лайăх пахалăхпа вĕçлени те, калчасем тикĕс шăтса тухни те, ялсенче çĕнĕ çурт-йĕрсем çĕкленнни те, ачасем ытларах çурални те çакнах çирĕплетет. С"Халĕ пире çумăр кăна кирлĕ!" - терĕ те район ертỹçи, Акатуй халăхĕ тăвăллăн алă çупса ячĕ. Шăмăршă районĕн çыннисене çавăн пекех Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Никифоров, "Суварстрой-проект" проект институчĕ" ООО генеральнăй директорĕ, пирĕн ентеш Владимир Захаров тата ытти хăнасем саламларĕç, пурнăçра тата ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем сунчĕç. Владимир Филиппов малта пыракансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ячĕпе Тав çырăвĕпе чысларĕ, çавăн пекех агропромышленноç комплексĕнче тăрăшакансене наградăсемпе хавхалантарчĕ. Тин çеç ĕçе пуçăнакан çамрăк фермерсене патшалăх пулăшнине çирĕплетекен сертификатсем пачĕ. Ял хуçалăх производствинче чунтан тăрăшса ĕçлекенсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата премипе чысланине те Акатуй халăхĕ алă çупса саламларĕ. Уявра çавăн пекех ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ирттернĕ конкурс кăтартăвĕсене те пĕлтерчĕç, Анат Чаткас, Карапай Шăмăршă, Пуянкасси ялĕсене чи илемлисем тесе палăртрĕç. Акатуй уçланкинче кашни ял тăрăхех Хăна çурчĕ вырнаçтарнă. Çак çуртсем чăваш, тутар, вырăс, ирçе халăхĕ-сен хăйне евĕр культурине, апат-çимĕç хатĕрлес ăсталăхне, ал ĕç япалисене кăтартса пачĕç. САкатуй вăрманĕнче ача-пăча валли тĕрлĕ аттракционсемпе вăйăсем йĕркелени те, спорт ăмăртăвĕсем те уяв программине илемлетрĕç. Волейболла, дартс вăййинче, кире пуканĕ йăтса, ирĕклĕ майпа кĕрешсе ăмăртрĕç. "Акатуй-2014" паттăрне - ирĕклĕ майпа кĕрешсе пурне те парăнтарнă Анат Чаткас çамрăкне Алексей Еремееева чи пысăк парне - така тивĕçрĕ. Çăмăл атлетсен кросĕнче те, армспортра та, шăчă тăррине хăпарассинче те чи вăйлисем палăрчĕç. Çĕнтерỹçĕсене парнесемпе хавхалантарчĕç. ... Уяв сцени çинче районти илемлĕ пултарулăх коллективĕсен гала-концерчĕ малалла тăсăлчĕ. Акатуй халăхне çавăн пекех чăваш эстрадин артисчĕсем юрăсемпе савăнтарчĕç. Уява килнĕ кашни çын - ватти те, вĕтти те - хăй валли савăнăç тупрĕ, чун-чĕрине пуянлатрĕ. Суту-илỹ ярмăркки те ир тытăнса уяв саланичченех ĕçлерĕ, маттур сутăçсем пурин кăмăлне те тивĕçтерме тăрăшрĕç. Вăрман уçланки кĕрлесе, янăраса тăнă чух урхамахсем хăйсене старт парасса чăтăмсăррăн кĕтрĕç темелле. Çанталăк питех савăнтарсах каймарĕ пулин те ипподромра çынсем, яланхи пекех, йышлă.Ентешĕмĕр, Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ каланă пек, лашасен чупăвĕ - чăн-чăн акатуй илемĕ, ăна нимĕн те çитмест, нимĕнпе те танлаштараймăн. Кĕтнĕ вăхăт хăвăрт иртет. Çакна урхамахсем те туяççĕ тейĕн çав: сулхăн çанталăкра стартра "ăшăнасшăн", хăйсен хăвăртлăхне çирĕплетесшĕн, кăтартасшăн. Кăçал тĕп призшăн вун пĕр урхамах тупăшрĕ. Вĕсем, çăмăл урапасене кỹлнĕскерсем, пилĕк тапхăрта вăй виçрĕ&¸. Тупăшма сăлтавĕ те пур: чи вăйлисем финала лекеççĕ. Старт хыççăн старт, урхамах хыççăн урхамах ыткăнать: пĕри тепĕрне кая хăварать, кайри мала вирхĕнсе тухать. Чăннипех çивĕч тупăшу! Паллах, пурте финала - юлашки старта - лекеймеççĕ. Телейлисен савăнăçне вара пытараймăн. Анчах тĕп стартчен финала тухайманнисемшĕн хавхалантару старчĕ пулчĕ. Ку ушкăнра çĕнтерỹçĕсем - Г.Кейметов тытса пыракан Гепард (Патăрьел районĕ), Адмирал (М.Газетдинов, Патăрьел), тата Капля (М.Тихонов, Шăмăршă). Пурне те туртаканни - финал. Кунта Комбинатора (С.Кузьмичев, Патăрьел), Владăна (Н.Концов, Шăмăршă), Вельбота (А.Пыркин, Патăрьел) çитекенсем пулмарĕç, вĕсем малтанхи виçĕ вырăна йышăнса спонсорсен парнисене тивĕçрĕç. Юлан утçăсем те Акатуя çĕнтерес ĕмĕтпе килнĕ. Шел те, кăçал вĕсем йышлах пулаймарĕç. Старта тухнă пилĕк лашаран Кивĕ Шăмăршăри Г.Ельцовăн Молнийĕ чи малтан вирхĕнсе çитрĕ. Ун хыççăн - Çĕпрел районĕнчи К.Семеновăн Катюшипе Энтĕрьелĕнчи Г.Китайцевăн Ласки. Уявра ялсенчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсен районти смотрĕнче мала тухнисене те чысларĕç. Фестиваль çĕнтерỹçи - Кивĕ Чукал ял тăрăхĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта - палтиелсемпе пуянкассисем. Ялти хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата парнепе хавхалантарчĕç.

Фоторепортажа сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет:

Акатуй! Асра эс юлăн

Юррупа, илемỹпе...

Туссене кунта эп тупрăм -

Савăнатăп вĕсемпе.

Тепĕр çул каллех килесчĕ

Вăрманти уçланкăна.

Ăмăртасчĕ, вăй виçесчĕ,

Эх, илесчĕ такана! ...

Эп шỹтлерĕм, ăнлансамăр:

Кĕрешмешкĕн çамрăк мар.

Пурпĕрех, чунпа çунатлă,

Акатуй, вăйна эс пар!

Репортажа И.САЛАНДАЕВПА В.МИХАЙЛОВ журналистсем хатĕрленĕ

¸

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика