Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Руслан Тихонов Шăмăршăсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлнă

10 июня 2014 г.

Руслан Тихонов Шăмăршăсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлнă

Иртнĕ кĕçнерни кун пирĕн районта Раççей Федерацийĕн VI созыври Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Руслан Тихонов ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Валерий Фадеевпа пĕрле вĕсем Шăмăршă районĕн ыйтăвĕсене тата ял пурнăçĕн проблемисене сỹтсе явнă. Депутат Шăмăршăсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулни çинчен пĕлтернĕ. Руслан Тихоновпа Валерий Фадеев Хырла çырми çинче тăвакан шыв управне, Шăмăршăри "Туслăх" спорт комплексне, халăхăн социаллă пурнăçне тивĕçтерекен центрта тăвакан объекта çитсе курнă. Юлашки тĕл пулу Шăмăршăри "Юмах" ача сачĕнче ĕçлекенсемпе иртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев пĕлтернĕ тăрăх, çак ача садне хута яни районта садик черетне пĕтĕмпех пĕтерме май панă. Руслан Тихоновпа Валерий Фадеев ачасемпе воспитательсене Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун ячĕпе саламланă.

С.ИВАНОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика