Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Геройне асăнса - турнир

28 мая 2014 г.

Раççей Геройне, пирĕн районти Шамкай ялĕнче çуралнă Олег Долгова асăнса ачасемпе çамрăксен "Туслăх" спорт шкулĕ çулленех дзюдо енĕпе республика турнирне ирттерет. Çак пархатарлă ĕçе А.М.Ичанкин тренер-преподаватель йĕркелесе-ертсе пырать. Майăн 22-мĕшĕнчи турнир та чăн-чăн спорт уявĕ пек иртрĕ. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.А.Петьков ăшшăн саламларĕ, Героя асăнса ирттерекен турнир çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Ăмăртăва 1997-1998 тата 2001-2002 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе 1997-1998, 2002-2003 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хутшăнчĕç. Пурне те çĕнтерсе, абсолютнăй паттăра Николай Шиллер (Шăмăршă) юлчĕ. 30 килограма çитичченхи виçере Максим Матросов (Шăмăршă), 34 килограма çитичченхи виçере Максим Огадеров (Муркаш районĕ), 38 килограма çитичченхи виçере Дмитрий Денисов (Шăмăршă), 42 килограма çитичченхи виçере Евгений Михайлов (Карапай Шăмăршă), хĕр ачасем хушшинче 44 килограма çитичченхи виçере Кристина Чебан (Шăмăршă), 46 килограма çитичченхи виçере Дмитрий Галкин (Шăмăршă), 55 килограма çитичченхи виçере Денис Ермолаев (Шăмăршă), 60 килограма çитичченхи виçере Павел Табаков (Тăвай районĕ), 63 килограма çитичченхи виçере хĕр ачасем хушшинче Анастасия Нугаева (Шăмăршă), 66 килограма çитичченхи виçере Алексей Портнов (Шăмăршă), 73 килограма çитичченхи виçере Николай Шиллер (Шăмăршă) çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕç. Мала тухнисене Грамотăсемпе, медальсемпе тата призсемпе чысларăмăр.

С.ГАЛКИН, "Туслăх" ДЮСШ директорĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика