20 мая 2014 г.
Çак кунсенче Чулхула облаçĕнчи Богородск хулинче акватлон спорчĕпе уçă ăмăрту иртнĕ, унта Краснодар крайĕн, Волгоград, Чулхула, Мускав облаçĕсен тата Чăваш Республикин çамрăк спортсменĕсем хутшăннă. Чăваш Республикин тата Шăмăршă районĕн чысне "Туслăх" ДЮСШ воспитанникĕ Илья Хлюкин хỹтĕленĕ. Вăл çивĕч тупăшура (300 метра шывра ишсе тата 2 километра чупса) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Маттур, Илья, эпир санпа мухтанатпăр!
С.ХАФИЗОВ, тренер.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"