06 февраля 2014 г.
Стипендиатăн темĕн хулăнăш портфолио папкинче спортри çитĕнĕвĕсене çирĕплетекен пур Дипломсемпе Хисеп хучĕсем валли вырăн çитеймен. Хăшĕсене пĕчĕклетсе ÿкерсе илсе вырнаçтарнă. Йĕлтĕрпе чупса районта çĕнтернисем – вун пиллĕк, Çĕпрел районĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннисем - çиччĕ! Кÿршĕ регионсенче - Чĕмпĕр облаçĕнче, Хусанта, Зеленодольскра – малти вырăнсене çĕнсе илнисем те пайтах. Ахальтен-и пĕлтĕр Шупашкарта иртнĕ республика ăмăртăвĕнче ăнăçлă чупнă хыççăн Полина Егорова çитĕннĕ йĕлтĕрçĕсен 1-мĕш разрядне пурнăçлани çинчен свидетельство илме тивĕç пулнă.
– Полина питĕ ĕçчен, хуть мĕнле çанталăкра та кашни кунах тренировкăна çÿрет. Хăй тĕллĕнех çирĕп йĕркене пăхăнса пурăнма хăнăхнă, – пĕлтерет А.Егоров тренер.
Çапла, пултаруллă хĕре ăмăртусене ашшĕ хатĕрлет. Александр Валерианович, физкультура вĕрентекенĕ пулнăскер, хĕрне кирлĕ сĕнÿсем парса пулăшса тăрать. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче Полина Шупашкарти Олимп резервĕн ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче пулса йĕлтĕрпе чупас ăсталăхне туптать.
Йĕлтĕрпе кăна мар, çăмăл атлетика ăмăртăвĕ-сенче те маттур Полина. Кунта та районта яланах çĕнтерÿçĕ е призер.
Вĕренÿ валли те вăхăт тупать вăл. Аякри хуласенче иртекен ăмăртусене яланах хăйĕнпе пĕрле учебниксем илсе каять. Кашни вĕренÿ çулнех «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕçленĕ вăл. Кăçалхи çул та 11 - мĕш класран экзаменсене ăнăçлă тытса аслă шкула вĕренме кĕме ĕмĕтленет. Пур предметсене те çăмăллăнах парăнтарса пырать. Уйрăмах алгебра, хими, географи урокĕсене килĕ-штерет. Çак предметсемпе районти Олимпиадăсенче темиçе хут та малти вырăнсене йышăннă. Унсăр пуçне дистанциллĕ математикăпа, физикăпа тата химипе иртекен Çамрăксен чемпионачĕсене те кашни çулах хутшăнать – пысăк балсем пухса Дипломсем илме тивĕç пулать.
...Полинăпа нумай калаçма май килмерĕ. Урамра 20 градус сивĕ тăнине пăхмасăрах, вăл йĕлтĕрпе вăрмана кайма пуçтарăннă. Çитес ăмăртăва хатĕрленет ĕнтĕ. Именчĕкскер, тен, хăйĕн çинчен каласа парасшăн пулмарĕ; Кун пирки класс руководителĕ те систернĕччĕ-ха. «Питĕ тăрăшуллă, пур ĕçе те тĕплĕн пурнăçлать. Тата вăл çав тери сăпайлă та ырă кăмăллă», – çапла кĕскен сăнласа пачĕ ăна С.Жилкина, 11-А класс ертÿçи.
Мĕнех, Полина-йĕлтĕрçĕ, ăмăртусенче те, вĕренÿре те яланах малта пулма ăнăçу сунатпăр!
Г.ИВАНОВА.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"