Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсен эстафети иртнĕ

26 сентября 2013 г.

Çăмăл атлетсен эстафети иртнĕ

Канмалли кунсенче спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансем «Олимпийский» тĕп стадиона прессăн спорт фестивальне – «Советская Чувашия» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафетине пухăннă.

Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаев космонавт летчика асăнса 75-мĕш хут иртнĕ чупăва республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, патшалăх тата вырăнти влаç органĕсен, спорт ветеранĕ-сен, ĕç коллективĕсен 300 ытла команди тупăшнă. Спорт уявне йăлана кĕнĕ тăрăх ăмăртăва хутшăнакансен парачĕ уçнă. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, «Советская Чувашия» хаçатăн генеральнăй директорĕ – тĕп редакторĕ Владимир Васильев, Сурдлимп вăййисен призерĕ, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Иван Пакин, Раççей чемпионĕ тата рекордсменĕ Александр Порхомовский тата ыттисем саламланă.

«Çăмăл атлетика – çынсен чи юратнă спорт тĕсĕ, çавăнпа ăмăртусенче вăй виçекенсен йышĕ те яланах пысăк. 2015 çулта Шупашкарта иртекен Европа чемпионачĕ те çăмăл атлетикăна вăйлăрах аталантарма майсем туса парĕ тата çĕнĕ чемпионсене çитĕ-нтерĕ», – тенĕ Михаил Васильевич.

Ăмăрту VIP-чупуран пуçланнă Старта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, паллă спортсменсем, патшалăх органĕ-сен ертÿçисем, депутатсем, район пуçлăхĕсем тата ыттисем тухнă.

Кунтах республикăри информаци политикипе массăллă коммуникаци министерствин министрĕ Валентина Андреева та чупнă.

Паллах, Шăмăршă районĕн командисем те – район администрацийĕн, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн, Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн, çемье, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕн командисем – эстафетăна ăнăçлă чупнă. Вĕсем район чысне тивĕçлипе хÿтĕленĕ.

Эстафетăна тухнисене йышлă куракансем хавхалантарса тăни те нумай пулăшнă, вăй парса тăнă.

А.ЛАРШНИКОВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика