Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.Ефимова асăнса – турнир

04 сентября 2013 г.

В.Ефимова асăнса – турнир

 

Ачасемпе çамрăксен «Туслăх» спорт шкулĕнче Василий Михайлович Ефимова асăнса мини-футбол турнирĕ йĕркелесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ.

Çак кунсенче футбол уйĕнче Патăрьел районĕнчи «Темп», Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткинри «Торпедо» тата Шăмăршă районĕн командисем тĕл пулса вылярĕç. Турнирта ачасен 5, çитĕннисен 4 команди вăй виçрĕ.

Вăйăсем, тÿрех каламалла, питĕ хĕрÿ иртрĕç. Пирĕн тăрăха вăйлă командăсем выляма килни тÿрех сисĕнчĕ. Анчах пирĕн район командисем те турнира лайăх хатĕрленни курăнчĕ.

Çитĕннисем хушшинче Шăмăршăри «Центр-Колосок» пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Аслă Нагаткин ялĕнчи «Торпедо» – иккĕмĕш, Шăмăршăри «Колосок» виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Ачасен командисем хушшинче Шăмăршăри «Колосок» команда – пĕрремĕш, Патăрьел районĕнчи «Темп» команда – иккĕмĕш, хамăр районти Васан ял тăрăхĕн команди виççĕмĕш вырăнсене йшăнчĕç.

Ача-пăча командисене илсен, Шăмăршăри Александр Полковников – «Чи лайăх вратарь», Владимир Алексеев – «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ», Васанти Андрей Урмаев – «Чи лайăх тапăнса вылякан», Патăрьелĕнчи Данил Федоров «Чи лайăх çурма хÿтĕлевçĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçрĕç.

Çитĕннисен командисем хушшинче Михаил Яковлев (Шăмăршă ялĕ) – «Чи лайăх вратарь», Николай Гранатский (Патăрьел ялĕ) – «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ», Андрей Хафизов (Шăмăршă ялĕ) – «Чи лайăх тапăнса вылякан», Дмитрий Смирнов (Шăмăршă ялĕ) – «Чи лайăх вылякан», Михаил Ванюков (Аслă Нагаткин ялĕ) «Чи лайăх çурма хÿтĕлевçĕ» хисеплĕ ятсем илчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе тата Грамотăсемпе чысларĕç. Ачасен командисене пылак призсем, хисеплĕ ятсемлĕ футболистсене асăнмалăх парнесем пачĕç.

Вăхăтсăр вилнĕ Василий Ефимовăн мăшăрĕ Лариса Харитоновна футболистсене, хăнасене тата куракансене спорт мероприятине хутшăннăшăн чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав турĕ.

С.ХАФИЗОВ

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика