Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи вăйлисем тупăшрĕç

23 августа 2013 г.

 

ФИЗКУЛЬТУРНИК кунне анлăн паллă тăвасси районта тахçанах ырă йăлана кĕнĕ. Кăçалхи уявра та спортсменсем, вĕсемшĕн «чирлекенсем» самаях йышлăччĕ. Раççей тата Чăваш Республикин Гимнĕсем янăранă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков уява уçса район администрацийĕн пуçлăхне В.Фадеева сăмах пачĕ.

 

– Спорт вăл – сывлăх. Сывлăхлă çын ĕçре те пултаруллă, – палăртрĕ Валерий Петрович. – Шăмăршă тăрăхĕнче физкультурăпа, спортпа кăсăкланакансем ÿссе пыни те савăнтарать. Нумай ăмăртусем пысăк йышпа иртеççĕ. Малашне районтан Европа, тĕнче, Олимп вăййисен чемпионĕсем тухасси пирки те иккĕ-ленместĕп.

 

Ăмăртусем умĕн физкультурăпа спорт юхăмне хутшăнакансене Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Яланхи пекех, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕ те аякра тăрса юлмарĕ: нумай çын Дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç.

 

Кĕçех ăмăртусем пуçланчĕç. Вĕсем кăçал спортăн тăхăр енĕпе иртрĕç. Çăмăл атлетсем, сăмахран 60 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. «Чирлекенсем» хушшинче – Кивĕ Чукалти спорт ветеранĕ – П.Ильдяков.

 

– Йĕлтĕрпе пулсан, 30 çухрăма та çăмăллăнах чупса тухнă пулăттăм та – вăхăчĕ мар, – терĕ вăл.

 

Асăннă дистанцире малтанхи виçĕ вырăна Шăмăршă шкулĕнчи Настя Шигарева, Васан ял тăрăхĕнчи Нина Краснова тата Шăмăршă шкулĕн чысне хÿтĕленĕ Полина Егорова пайларĕç.

 

Çак дистанцирех арçынсем хушшинче Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕн командинчи Александр Петров, Шăмăршă шкулĕнчи Михаил Фомин, Карапай Шăмăршăри Георгий Краснов чи вăйлисем пулчĕç.

 

Эстафета та хĕрÿ кĕрешÿре иртрĕ. Ку йышши тупăшура ăнăçу кам енче пуласси кашни спортсментанах нумай килет: стартра пуринчен маларах вирхĕнсе "вĕçрĕн", командăри юлташна ыттисенчен маларах паратăн. Ултă команда хутшăнчĕ унта. Стартра – яшсемпе хĕрсем. Камсем çĕнтересси малтанласа паллах пулмарĕ темелле: пĕр тапхăрта пĕри маларах, тепринче – тепри. Çавах Шăмăршă шкулĕн спортсменĕсен чăтăмлăхĕпе хăвăртлăхĕ пысăкрах пулчĕ: вĕсем – пĕрремĕш. «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕн туслă команди хальхинче иккĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Виççĕмĕш – Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕн команди.

 

Шашка-шахмат ăс-тăн вăййисем тетпĕр пулин те, вĕсем те – спорт тĕсĕсем. Хура-шурă клеткăллă хăмасем çинче вăй виçес текенсем кăçал та йышлă пулчĕç. Шашка енĕпе хĕрарăмсем хушшинчи çĕнтерÿçĕсем – пурте Шăмăршăран: Марина Абсалямова, Надежда Милюшкина, Ирина Степанова. Ку енĕпе арçынсем хушшинче кам мала тухасси малтанах паллă пулчĕ: Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ Геннадий Елисеев пĕр партие те выляса ямарĕ. Районти чи вăйлă шашист ку тĕлĕшпе хăй миçе хутчен чемпион пулнине шутласа кăлараймарĕ: Хисеп грамотисемпе Дипломсем çеç унăн çÿллĕшĕнчен кăштах çеç сахалтарах. Иккĕмĕш вырăнта та карапайшăмăршăсемех – Николай Поликарпов. Çак ялти Валерий Кондратьев – виççĕмĕш.

 

Шахматистсен тытăçăвне сăнама уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Хăмасем умĕнче – районти чи паллă спортсменсем. Хальхинче Виçпÿрт Шăмăршăри темиçе хут район чемпионĕ Лев Падиаров ыттисенчен вăйлăрах пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Шăмăршăри Иван Старшов. Кÿршĕллĕ Çĕпрел районĕ-нчи Пасарлă Упинчен килнĕ Вячеслав Матвеев виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.

 

Шахматистсен тупăшăвне хутшăннă пĕртен пĕр хĕрача – Пензăран Шăмăрша хăнана килнĕ Ксюша Лукьяненко. Çичĕ çулта çеç пулин те, вăл район чемпионĕпе Геннадий Никитинпа вăй виçме шикленсе тăмарĕ.

 

– Çĕнтереймерĕм пулин те, пĕрре те ÿкĕнместĕп. Спорт ветеранĕпе выляса опыт пухни хăйнех нумая пĕлтерет, – кăмăл-туйăмне пытармарĕ хăйĕн вăййипе кăмăллă юлнă хĕрача.

 

Армспорт – алă вăйне кăтартса парасси. 16 хĕрарăмран ку тĕлĕшпе «Туслăх» ФСКри Гузель Фахрутдинована çитекенсем пулмарĕç. Шăмăршăри Марина Абсалямова – иккĕмĕш, Васанти Алена Исметова – виççĕмĕш.

 

Арçынсен те пĕр-пĕрне парăнтарассишĕн сахал мар тапаçланма тиврĕ. Ăмăртăва хутшăннă 8 çынран чи вăйлисем – «Туслăхри» Константин Кусаинов, Эдуард Козлов, район администрацийĕн командинчи Олег Семенов.

 

Вĕрен туртассипе Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн, Шăмăршă шкулĕн, «Туслăх» ФСК командисем çĕнтерÿçĕ-сем пулса тăчĕç.

 

Мини-футбол енĕпе чи вăйлисем – Шăмăршă шкулĕнче вĕренекенсем. Волейболистсен ăмăртăвĕнче те палăрчĕç вĕсем: карапайшăмăршăсемпе «Туслăх» командисене хыçа хăварчĕç.

 

Юлашкинчен, кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн, ял тăрăхĕ-сен командисенчен чи маттуррисем – карапайшăмăршăсем, васансем, чукалсем чи нумай очко пухни палăрчĕ. Предприятисемпе организацисем хушшинче малтанхи виçĕ вырăна Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул, «Туслăх» ФСК, район администрацийĕн командисем пайларĕç.

 

Ăмăртусене курма пынă çынсен çак кун унта-кунта самаях чупма тиврĕ: ăçта кам малта, кама хавхалантармалла. Пурне те пĕлес, курас килет вĕт. Çакă ĕнтĕ вăл спорт туртăмĕ. Камшăн «чирлесси» те çакăнпах çыхăннă.

 

Физкультурник кунне халалланă уяв, ăмăртусем хыççăн та çынсем килĕсене саланма васкамарĕç. Кунĕ шăрăхчĕ те, çавăнпах «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче бассейнра шыва кĕрсе уçăлас текенсем йышлă пулчĕç. Тÿлевсĕрех. Администраци çапла йышăннă иккен. Çак кун ытти залсем те пушă пулмарĕç. Ачасемшĕн – уйрăмах пысăк савăнăç. Çакнашкал парне яланах пулмасть-çке.

 

Çĕнтерÿçĕ спортсменсемпе командăсем Хисеп хучĕ-сене, парнесене тивĕçрĕç.

 

В.МИХАЙЛОВ.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика