Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ăмăрту – савăнăç

13 августа 2013 г.

Кашни ăмăрту – савăнăç

 

СПОРТА юратакансем пирĕн районта та йышлă. Вĕсем спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе интересленеççĕ, ăмăртусенче лайăх результатсем кăтартаççĕ, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Çулталăкра вун-вун ăмăрту иртет. Пуринче те тенĕ пекех хĕрсемпе каччăсен, хĕрарăмсемпе арçынсен, шкул ачисен йышĕ пысăк.

            Районта спорт мĕнлерех аталанса пынине тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ- пе В.Антоновпа тĕл пултăмăр, ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр.

 

– Вячеслав Владимирович, 2013 çулхи спорт вăййисен календарь планĕпе килĕшÿллĕн районта миçе ăмăрту ирттерме палăртнă;

 

– Кăçал район шайĕнче 30 ытла тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ ирттермелле. Унсăр пуçне кашни ял тăрăхĕ харпăр-хăй ăмăртусем йĕркелет. Паллах, республикăри ăмăртусене те тăтăшах хутшăнатпăр.

 

– Çамрăксем уйрăмах спортăн хăш енне кăмăлларах параççĕ;

 

– Кăна татса калама йывăртарах. Çанталăк условийĕсене кура ăмăртусенче çынсен йышĕ тĕрлĕрен пулать. Йĕлтĕр спортне, çăмăл атлетикăна кăмăллакансем вара çав-çавах йышлă. Уявсенчи спорт ăмăртăвĕсене те çынсем йышлă хутшăнаççĕ. Çамрăксен тата Физкультурник кунĕсем, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаев летчик-космонавта халалланă чупу, райхаçат парнисемшĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен çăмăл атлетсемпе йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем тата ытти те чăн-чăн спорт уявĕ пек иртеççĕ.

 

– Вячеслав Владимирович, ял тăрăхĕсенче спорт мĕнлерех аталанать-ши;

 

– Юлашки çулсенче спорт ăмăртă- вĕсене кашни ял тăрăхĕ ирттерме тăрăшать. Вĕсенче шкул ачисем те, çитĕннисем те тупăшаççĕ. Пуянкасси ял тăрăхĕ Афганистан вут-çулăмĕнче çап-çамрăклах вилнĕ В.Кузнецов воин-интернационалиста халалласа футбол турнирĕ ирттерет, Палтиелсем Совет Союзĕн Геройне В.Урукова халалласа йĕлтĕрçĕсен кросне йыхравлаççĕ, Васанта Раштаври волейбол турнирĕ вăй илнĕ тата ытти те.

 

– Организацисемпе предприятисенче, учрежденисенче спорт çине мĕнлерех пăхаççĕ;

 

– Вĕсенче те спорта кăмăллакансем пурри савăнтарать. Ку енĕпе районти тĕп больницăн, пушар чаçĕн коллективĕ-сем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Райадминистраци тытăмĕнчи пайсемпе уйрăмсем те ăмăртусене хутшăнмасăр пăрăнса юлмаççĕ.

 

– Ачасене хушма пĕлÿ паракан "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки мĕн калама пултаратăр;

 

– Мĕн уçăлнăранпах унта район çыннисем хаваспах хăйсен сывлăхне çирĕплетме çÿреççĕ. Çирĕп сывлăхлă пулас теекен çын çак комплекс алăкне уçса кĕретех ĕнтĕ. Çулла та, хĕлле те бассейна йышлăн килеççĕ. Ытти залсем те спорта юратакансемпе тулаççĕ.

 

– Паян – Физкультурник кунĕ, пысăк уяв. Çак ятпа район çыннисене мĕн суннă пулăттăр;

 

– Хисеплĕ район çыннисем, сире пурне те уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Спорта юратма, çирĕп сывлăхлă пулма сунатăп. Пирĕн районтан тĕнче, çĕр-шыв, республика чемпионĕсем тухасса çирĕп шанатăп.

 

Александр МИХАЙЛОВ калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика