Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Игнатьева асăнса – турнир

30 июля 2013 г.


Çулсерен Энтĕрьел ялĕнче Абзал Игнатьева асăнса футбол вăййисем иртеççĕ. Кăçал ăна Троица кунĕнче йĕркелерĕç. Ăмăртăва хамăр районти командăсемсĕр пуçне Ульяновск облаçĕнчи Нагаткино ялĕнчен те килнĕ. Тĕл пулусем хĕрÿ те интереслĕ пулнă.

Вăйăсене пуçличчен А.Игнатьев вил тăприйĕ çине кайса чечек кăшăлĕ хунă, ăна аса илсе ырă сăмахсем каланă.

Турнирта ăнăçлă вылякансем – «Тайфун» командăн маттурĕ-сем, вĕсем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ, иккĕмĕш – «Бирюч» (Нагаткино), виççĕмĕш – «Андреевка» (Энтĕрьел). Чи лайăх вылякансене те палăртнă. Вĕсем – Максим Мамонов (вратарь), Анатолий Хафизов («Тайфун»), Николай Кирпичников («Андреевка»).

Çак кун «Сăран мечĕк» турнирта бронза медале тивĕçнĕ «Колосок» командăн футболисчĕсене те чысланă, малашне те ăнăçусем суннă.

С.ХАФИЗОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика