Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсем – çĕнтерÿçĕсем

27 июня 2013 г.

Республика кунĕ чаплă иртрĕ. Пирĕн валли савăнмалли хыпар та çитрĕ. Шупашкарта юрă-ташăсăр пуçне спорт ăмăртăвĕсем те хастар пынă. Унта пирĕн ентешсем те палăрнă. Акă кире пуканĕ йăтассипе йĕркеленĕ ăмăртăва Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти физкультура вĕрентекенĕ Константин Кусаинов 95 килограмм тата йывăртарах виçере, Шăмăршăн Хисеплĕ гражданинĕ Владимир Шуряков ветерансем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă.

Июнĕн 27-мĕшĕнче К.Кусаинов Беларуç Республикинче иртекен Тĕнче чемпионатне тухса каять. Ăна ăнăçу сунатпăр.

А.НИКОЛАЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика