Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă ачалăх

27 июня 2013 г.

Çуллахи вăхăтра вĕренÿ учрежденийĕсем ачасем каникула усăллă ирттересси çине нумай тимлĕх уйăраççĕ. Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул та аяккине пăрăнса юлман. Шкул çумĕнчи кану лаге- рĕнче 2 ушкăн – «Веснушки» тата «Чăваш ачисем» – пурĕ 30 ача каннă. Канакансен программи пуян та кăсăк пултăр тесе воспитательсем сахал мар мероприятисем ирттернĕ.



Эх, мĕнле лайăх вĕт-ха çуллахи ăшă кунсем. Шăрăх вăхăтра шыва кĕни мĕне тăрать! Çав ĕмĕтсене пурнăçлама ачасем воспитательсемпе пĕрле эрнере икĕ хутчен Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен «Туслăх» спорт шкулне бассейна çÿренĕ.

Лагерьте канакан ачасем «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ ирттерекен алăпа тунă чечексен куравне килсе курнă. Хăшĕ-пĕри хăйсен ĕçĕсене куравра курса юлташĕсем умĕнче мухтанма та пултарнă.

Кану лагерĕнче тĕрлĕрен мероприятисем ирттернĕ. Ачасем хаваспах унта хутшăннă, хатĕрлеме те пулăшнă. Сăмахран, Раççей кунне халалласа ялавсемпе флешмоб ташă йĕркеленĕ.

Пуринчен ытла ачасене Палтиелĕнчи шыв управне экскурсие кайни килĕшнĕ. Унта вĕсем тăраниччен юрланă, ташланă, вылянă.

Çавăн пекех Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ачасем черетпе пахчара ĕçлеме производствăлла практикăна çÿреççĕ. Вĕсем унта вĕрентекенсемпе пĕрле пахча çимĕç: хăяр, помидор, чĕкĕнтĕр, купăста, кишĕр, сухан ÿстереççĕ, йăрансене çум курăкран тасатаççĕ, шăвараççĕ. Шкул умĕнчи пахча хитре пултăр тесе те сахал мар тăрăшаççĕ, илемлĕ чечексем çитĕнтереççĕ.

Вĕренÿ çулĕ пуçлансан ачасем çуллахи кунсене сахал мар аса илĕç. Хăйсем ÿстернĕ пахча çимĕçрен пĕçернĕ апат та вĕсемшĕн чи тутли пулĕ.

А.ЛАРШНИКОВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

br /

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика