Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртусем çÿллĕ шайра иртрĕç

27 июня 2013 г.

Эрне кун, июнĕн 21-мĕшĕнче, Шăмăршăра триатлон енĕпе ăмăртса мала тухассишĕн Чăваш Республикин ăмăртăвĕ-сем иртнĕ. Пирĕн тăрăха Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Çĕрпÿ, Йĕпреç, Çĕмĕрле, Патăрьел, Етĕрне районĕ-сенчен спортсменсем килнĕ. Паллах, Шăмăршăсем те ăмăртăва тухнă. Пурĕ 70 ытла хĕрпе каччă çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕ.

Триатлон Чăваш Республикинче аталаннăçем аталанса пырать. Спортăн çак тĕсне аталанма кашни районтах физкультурăпа спорт комплексĕсем пурри май парать. Триатлон – виçĕ енлĕ ăмăрту: шывра ишесси, велотрек, чупасси. Çавăнпа бассейн пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, ыттисене вара урамра ирттерме пулать.

Чăваш Республикинчи триатлон федерацийĕ 2007 çулхи августăн 16-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Ăна йĕркелекенĕ, президенчĕ Юрий Шлепнев, акционерсен уçă «Энергозапчасть» общество директорĕн пĕрремĕш çумĕ. Федераци членĕ-сем – Владимир Димитриев, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, Сергей Яковлев, тĕнче класлă спорт мастерĕ, Александр Яковлев, президент пулăшуçи, пĕрремĕш класлă судья, Надежда Яковлева, секретарь, Геннадий Степанов, сахал яваплă «Вымпел» общество директорĕ.

Триатлон енĕпе пĕрремĕш ăмăртусем 2008 çулта иртнĕ. Паянхи кун тĕлне спортăн çак тĕсĕпе 75 спортсмен интересленет. Вĕсен хушшинче ЧР чемпионĕсем, Раççей, Европа, тĕнче ăмăртăвĕсен призерĕсем те пур. Çак йыша Шăмăршă каччине Дмитрий Ефимова та кĕртмелле. Халĕ Дима Раççей сборнăйĕпе нумай ăмăртусене хутшăнать, пьедестал çине çĕкленет. Çак кунсенче вăл Голландири Хорст хулинче тĕнче чемпионатне хутшăнать.

Шăмăршăри ăмăртусене район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев, «Туслăх» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Сергей Галкин, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Владислав Димитриев, триатлон федерацийĕн судйи Александр Яковлев уçрĕç.

– Пирĕн тăрăхра çакнашкал ăмăрту иртни пире савăнтарать, – пĕлтерчĕ В.Фадеев. – Физкультурăпа спорт комплексĕ пулман пулсан эпир çакăн пек ăмăртăва ирттереймен те пулăттăмăр. Паллах, триатлон базине пуянлатас тĕлĕшпе çине тăрсах малашне ĕçлĕпĕр.

Ăмăртăва хутшăнакансем малтан бассейнра ишсе ăмăртрĕç. Ун хыççăн велосипед çине ларса километрсене хыçа хăварчĕç, кайран çуран чупрĕç. Ăмăртусене ÿсĕмсене кура ушкăнсем çине пайласа йĕркелерĕç.

Чăваш Республикинче мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртусенче – 2001 çулта е маларах çуралнисем хушшинче финиша чи малтан хĕр ачасенчен Антонина Димитриева (Çĕрпÿ районĕ), арçын ачасенчен Павел Русанов (Çĕрпÿ районĕ), 1999-2000 çулхи хĕрсенчен Юлия Герасимова (Çĕнĕ Шупашкар), каччăсенчен Илья Хлюкин (Шăмăршă), 1996-98 çулсенче çуралнă хĕрсенчен Валентина Ундрицова(Çĕнĕ Шупашкар), каччăсенчен Юрий Еньков (Çĕнĕ Шупашкар) çитрĕç. Чăваш Республикин чемпионатĕнче, 1995 çулта е каярах çуралнисем, каччăсенчен пĕрремĕш вырăна Максим Ялуков (Патăрьел районĕ), хĕрсенчен Елизавета Старостина (Çĕнĕ Шупашкар, олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ-3) тухрĕç, çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Триатлона районта аталантарма пĕтĕм услови пур. Шкул ачисен камран тĕслĕх илмелли пур. Вĕсем – Дмитрий Ефимовпа Илья Хлюкин. Çак икĕ каччă район ятне республикăра та, Раççейре те хастар хÿтĕлет. Вĕсемпе эпир чăннипех мухтанма пултаратпăр.

Чăваш Республикинчи триатлон федерацийĕ ăмăртусене ирттерме пулăшнăшăн район администрацийĕн пуçлăхне В.Фадеева, «Туслăх» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне С.Галкина, тренерсемпе унта вăй хуракансене, К.Кусаиновпа С.Хафизов физкультура вĕрентекенĕсене чĕререн тав тăвать.

А.МИХАЙЛОВ. Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика