Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа физкультура юнашарах

21 июня 2013 г.


Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен «Туслăх» спорт шкулĕнче (физкультурăпа спорт комплексĕ) хăйсен сывлăхне çирĕплетес текенсен йышĕ ÿссех пырать. Район çыннисем физкультурăпа спорт сывлăх çăл куçĕ пулнине ăнланнăран хăйсен пушă вăхăтне çакăнта ирттерме тăрăшаççĕ. Шкул ачисем те ÿт-пĕвне пиçĕхтерме кунта çÿреççĕ. Ĕçре е шкул сĕтелĕ хушшинче кунĕ- пе ларнă хыççăн физкультура хусканăвĕсем тунинчен ырри çук. Бассейнра шыва кĕрсе уçăлни мĕне тăрать тата!

Ашшĕ-амăшĕ хăй кăна сывлăх çуртне çул такăрлатмасть, хăйсемпе пĕрле ачисене илсе килме тăрăшать. Сывă пурнăç йĕркине тытса тăма тăрăшакан çемьесем вара районта сахал мар. Урамри ача-пăча лапамĕ те шăпăрлансене хăй патнелле туртать. Хаваслă ачасен сасси янраса кăна тăрать. Ÿснĕçем вĕсем хăйсем тĕллĕ-нех ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿреме тытăнĕç-ха, спортри çитĕнĕвĕсемпе ашшĕ-амăшне, тренерсене савăнтарĕç.

Спортпа физкультурăна кăмăллакансем валли тĕрлĕ секци ĕçлет. Кĕрешÿ мелĕсене туптакансем, фитнеса кăмăллакансем, шашкăпа шахматсăр пурăнайманнисем, футболсăр кун ирттерейменнисем кулленех кунта пуçтарăнаççĕ. Паллах, бассейнран та ача-пăча тухма пĕлмест. Капăр çурт пĕр самант та çынсемсĕр тунсăхласа лармасть. Юлашки кăтартусене илес пулсан, пĕрремĕш кварталта ачасемпе çамрăксен спорт шкулне 15314 çын килнĕ, вĕсенчен шкул ачисем – 2478. Асăннă хисеп ÿссе, районти çынсем спортпа физкультура еннелле туртăнсах пыраççĕ.

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче кĕрешÿ мелĕсене, футбол вăййин вăрттăнлăхне тата спорт тĕсĕсене алла илекенсем районта кăна мар, республикăра та малтисен ретĕнче. Раççейри ăмăртусенчен те вĕсем çĕнтерÿçĕ-сем пулса таврăнаççĕ. Шкулти физкультура урокĕсене те кунта ирттернине ырă пулăм тесе палăртмалла. Урок вăхăтĕнче кунта иртнĕ виçĕ уйăхра 2446 ача пулнă. Тренерсем патне 3903 шкул ачи тренировкăсене çÿрет.

Çакна та каласа хăварас килет: хăш-пĕр секцисене укçа тÿлесе çÿ- реме тивет. Анчах çакă сывлăхлă пулас текенсемшĕн чăрмав мар. Акă, пĕр хутчен бассейна кĕрес тесен çитĕннисен – 70, ачасен – 35, теннисла выляма çитĕннисен – 30, ачасен – 15, фитнесшăн – 30, тренажер залĕнче пулнăшăн çитĕннисен – 30, ачасен 15 тенкĕ кăларса пама тивет. Ачасемпе çамрăксен «Туслăх» спорт шкулĕнче ăсталăхĕсене туптакансен вара укçа-тенкĕ енчен тăкакланма тивмест.

Районти ăмăртусем, шкул ачисен Спартакиади те юлашки вăхăтра ачасемпе çамрăксен «Туслăх» спорт шкулĕн территорийĕнче иртеççĕ.

Спортпа физкультурăна юратакансене, сывлăхлă та илемлĕ, илĕртÿллĕ пулас текенсене кунта хапăлласах кĕтсе илеççĕ, алăксем яланах пурин валли те уçă.

А.МИХАЙЛОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"







В список

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика