Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен халăх савăнать,юрă-кĕвĕ шăранать

17 июня 2013 г.


АКАТУЙ – çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн мĕн авалтан иртекен чаплă уяв. Унта ĕç паттăрĕсене, кĕрешÿре ытти ăмăртусенче мала тухнисене чыслаççĕ. Çил çунат пек ыткăнакан урхамахсем те уява илем кÿреççĕ. Юрă-ташăсăр та иртме пултараймасть ĕçпе юрă тата спорт уявĕ.

Уява Тавралăха хÿтĕлемелли çула халалласа ирттерессине туйнă пекех, хĕвелĕ те йăл çиçсе халăха Акатуя йыхравларĕ.

Вăрман уçланкинче чăваш ялĕ куçса ларнă тейĕн: кашни ял тăрăхĕ кунта хăна çурчĕ йĕркеленĕ. Вĕсене ялсенчи ал ĕç ăстисен илемлĕ япалисемпе хитрелетнĕ, сĕтелсем çине чăваш халăх апачĕсене лартма та манса кайман.

Акатуй уявĕ вунă сехетре пуçланчĕ. Уява уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев Акатуя килнĕ кашни çынна ăшшăн саламларĕ, çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтлă вĕçленĕ тата выльăх- чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарнă ял ĕçченĕсене чĕререн тав турĕ.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх гимнĕ янăранă хыççăн районти хисеплĕ ĕçченсем Акатуй ялавне çĕклерĕç. Кăçал çак чыса «Çур аки – 2013 чемпионĕ», хупă пĕлтерĕшлĕ «Мир» общество тракторисчĕ С.Матвеев, районăн Хисеплĕ çынни, тĕнче тата Европа чемпионĕ В.Шуряков тата Чукалти культурăпа кану центрĕн директорĕ М.Угарина тивĕç пулчĕç.

Уяв, паллах, хăнасемсĕр иртмест. Район халăхне саламлама Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕ А.Самойлова, Шăмаршă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Э.Аблякимов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Никифоров килсе çитнĕ. Вĕсем те пирĕн халăхăмăра уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Кун хыççăн çур акинче палăрнă ял-хуçалăх предприятийĕсене, фермер хуçалăхĕсене, çĕр ĕçченĕсене, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарнин кăтартăвĕсем тăрăх мала тухнисене, кăçал ялсене тирпей-илем кÿрес енĕпе ирттернĕ смотр-конкурсра çĕнтернисене, «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци программине пурнăçласа килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем нумай туса илекенсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата укçан премипе хавхалантарчĕç.

Ялсене, урамсене тирпейлĕ те таса тытасси те – хамăрăн тивĕç. Хамăр тăрăшмасан никам та йĕрке туса парас çук. Çакăншăн ял тăрăхĕсен администрацийĕсем яваплă-ха. Акатуйра ку тĕлĕшпе чи лайăххисене те палăртса хăварчĕç.

Районти пултарулăх ушкăнĕсен фестивальне хутшăнса мала тухнисене те асăнса хăвармасăр юрамĕ. Кăçал Чукалсем – пĕрремĕш, Пуянкассисем – иккĕмĕш, Палтиелсем – виççĕмĕш вырăна тивĕçлĕ пулчĕç.

Ял тăрăхĕсен уçланкăри кил-çуртне жюри членĕ-сем тĕплĕн пăхнă хыççăн чи лайăххисене палăртрĕç. Пĕрремĕшсем – Васансем, иккĕмĕшсем – Шăмăршăпа Пăчăрлă Пашьелсем, виççĕмĕшсем – Пуянкассипе Кивĕ Чукалсем. Чăннипех те вĕсем тăрăшни, ĕçе тĕплĕн пурнăçлани курăмлă.

Тепĕр савăнăçлă хыпарпа та савăнтарчĕç район çыннисене. Уйрăмах ăшă сăмахсемлĕ парне Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулшăн вырăнлă пулчĕ. Акатуй сцени çинче шкула çĕнĕ автобус панине ĕнентерсе директора уçă тыттарчĕç. Апла çĕнĕ автобусăн çулĕ такăр пултăр темелли çеç юлать.

Уяв хăнисемшĕн чи кăсăкли тата туртаканни – район пурнăçĕпе аталанăвне сăнлакан пуян стенд. Ун умĕнче çынсем уйрăмах вăрах чарăнса тăнине асăрхама пулчĕ.

Суту-илÿ, спорт ăмăртăвĕсемпе вăййисем пынă вăхăтра Акатуй сцени çинчен юрă-кĕвĕ татăлмарĕ – уяв концерчĕ нумай çынна хăйĕн патне туртрĕ.

х х х

Акатуй спорт вăййи-ăмăртăвĕпе, аттракционсемпе те пуян пулчĕ. Тупăшусене шкул ачисем те, çамрăккисем те, çулланнисем те хастар хутшăнчĕç. Паллах, кĕрешÿсĕр мĕнле ĕçпе спорт уявĕ пултăр. Пăхаттирсем тĕрлĕ виçе категорийĕсенче кĕрешрĕç. Вĕсем вăй виçнине курма йышлăн пухăнчĕç, кашниех хăйĕн тус-юлташĕшĕн, тăванĕшĕн «чирлерĕ».

30 килограма çитичченхи виçере – Василий Нянин (Анат Чаткас), 35 килограма çитичченхи виçере – Дмитрий Нянин (Анат Чаткас), 45 килограма çитичченхи виçере – Михаил Попов (Шăмăршă), 55 килограма çитичченхи виçере – Антон Малеев (Кивĕ Чукал), 65 килограма çитичченхи виçере – Алексей Ильин (Кивĕ Чукал), 65 килограмран йывăртарах виçере Владимир Ильин (Кивĕ Чукал) çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

Акатуйри кĕрешÿри чи хаклă парнене – такана – çĕнсе илессишĕн кавир çине пилĕк пăхаттир тухрĕ. Хĕрÿ те интереслĕ тупăшусем пулчĕç. Така хуçи кăçал та Анат Чаткас ял тăрăхĕн харсăр каччи – Алексей Еремеев. Вăл Кивĕ Чукалти Александр Карзанова парăнтарчĕ. Сашăна тĕслĕ телевизор çакланчĕ. Уяв валли такана Баскакра пурăнакан М.Пелеев, телевизора «Орион» лавкка парнеленĕ.

Ытти спорт вăййисенче ăмăртакансем те парнесемсĕр юлмарĕç. Акă шăчă тăрăх хăпарассинче Палтиелĕнчи Ильнур Тухветулловпа Пăчăрлă Пашьелĕнчи Александр Можаев палăрчĕç.

Кире пуканĕ йăтакансем хушшинче Ульяновск облаçĕнчен килнĕ Александр Етриванов, Шăмăршăри Константин Кусаинов, полици уйрăмĕн ĕçченĕ Наиль Тепитов малти виçĕ вырăна пайларĕç.

Армспортра та Александр Етриванов чи вăйли пулчĕ. Шăмăршă ял тăрăхĕнчи Руслан Алексеевпа Владимир Удин – иккĕмĕшпе виççĕмĕш.

Мини-футболпа волейбол вăййисемсĕр те Акатуй иртмест. Мечĕк тапма юратакансенчен «Тайфун» (Шăмăршă) – пĕрремĕш, «Колосок» (Шăмăршă) – иккĕмĕш, Васан ял тăрăхĕн команди виççĕмĕш вырăнсенче. Волейболта ăнăçу Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисенче пулчĕ – вĕсем çĕнтерÿçĕсем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Виçпÿрт Шăмăршă ялĕн хастарĕсемпе «Центр» (Шăмăршă) команда пайларĕç.

Акатуйра аттракционсем ирттерни те уява пынисене савăнтарчĕ. Дартс, коротки вăййи нумайăшне илĕртрĕ. Çынсем уйрăмах «Богатырь» тата «Кĕленче савăта тăратса лартасси» аттракционсене кăмăлларĕç. Вĕсене Шăмăршăри Хафизовсен çемйи йĕркеленĕ, парнесене хăйсемех хатĕрленĕ.

Спорта юратакансем уяври ăмăртусемпе кăмăллă юлчĕç. Спонсор пулăшăвĕ панă уйрăм çынсене, организаци-предприяти ертÿçисене судьясем чĕререн тав тăваççĕ.

х х х

Яланхи пекех, Шăмăршăри ипподрома халăх йышлă пухăнчĕ. Лаша спортне юратакансем ăмăртусем пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтрĕç.

Малтанах кÿме кÿлнĕ рысаксем ăмăртрĕç. Урхамахсем – пĕри тепринчен вăйлăрах, вĕсен тилхепине тытса пыракансем – пĕри тепринчен ăстарах. Кÿме кÿлнĕ урхамахсемпе (1600 метрлă дистанцире) пилĕк тапхăра пайласа вăй виçрĕç. Вĕсенче «Агрофирма «Карлинская» ЗАОри С.Кузьмичев Комбинатор рысакпа чи лайăх результат кăтартаканни пулчĕ (2 минут та 22 çеккунт).

Çурма финалта чи лайăх кăтартупа палăрнă 5 урхамах финалта вăй виçрĕ. Кунта Комбинатор каллех пурне те кая хăварчĕ (хальхинче вăл финиша 2 минут та 24,3 çеккунтра çитрĕ). Кедр урхамах – унăн тилхепине Ульяновскри П.Сидоров тытса пычĕ – иккĕмĕш вырăна тухрĕ (2 минут та 24,4 çеккунт). «Агросервис» ОООри Влада (тилхепине тытса пыраканĕ Н.Концов) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ (2 минут та 25 çеккунт).

Лаша спортĕнче чылай çул ăмăртакан ветерансем – вĕсем виççĕн пулчĕç – уйрăммăн та ăмăртрĕç. Кунта Артур-Дит рысак чи вăйли пулчĕ (ăна тытса пыраканĕ Палтиел участок лесничествинчи Н.Кошкин). Владăпа (Н.Концов) Варис (Патăрьел районĕнчи Г.Ахтямов) – иккĕмĕшпе виççĕмĕш.

Финала лекеймен 4 урхамах хавхалантару финалĕ-нче вăй виçрĕç. Çак ăмăртăва пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă, акционерсен хупă «Агрофирма «Карлинская» обществăна чылай çул ертсе пынă Илья Михайлович Абсалямова асăнса ирттерчĕç. Финиш йĕрĕ урлă чи малтан «Агросервис» ОООн рысакĕ – Педагогика – каçрĕ (унăн вăхăчĕ –2 минут та 25 çеккунт, тилхепине Е.Шигарев тытса пычĕ). Вариспа (Г.Ахтямов) Ревнивец (Патăрьел районĕнчи Г.Кошкин) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Призлă вырăнсене тухнă Шăнкăртам çынни – Гаймелетдин Ахтямов пирки кĕскен каласа хăварни те вырăнлă пулĕ. Вăл – 85 çулта, Ульяновск облаçĕнчи тата Тутарстанри лаша спорчĕн ăмăртăвĕсен призерĕ. Кăçал вăл çакнашкал ăмăртусене 46-мĕш çул (!) хутшăнать. Хăйĕн ĕмĕрне конюхра тата лесникра ĕçлесе ирттернĕ.

Юлан утçăсен ăмăртăвĕнче 8 лаша вăй виçрĕ. Вĕсем те, кÿме кÿлнĕ рысаксем пекех, 800 метрлă дистанцире 2 çаврăм туса 1600 метрлă дистанцире ăмăртрĕç. Кунта Патăрьел районĕнчен килнĕ М.Хасянов тытса пыракан Акбаш урхамах стартран тÿ- рех малалла çĕмрен пек вирхĕнчĕ те ытти лашасене хăйĕнчен ирттермерĕ. Маратăн лаши финиша 2 минут та 06 çекунтра çитрĕ. Хамăр районти Малышпа (ăна тытса пыраканĕ – В.Семенов) Катюша (Н.Харитонов) тата Ласка (Г.Ельцов) та ăмăртура лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.

Кÿме кÿлсе ăмăртнă рысаксене тытса пыракансем те, юлан утçăсем те укçа призĕсене тивĕçрĕç.

Ăмăртусене Ульяновск хулинчен килнĕ Пĕтĕм Раççей категорийĕллĕ Вадим Марков ертсе пычĕ. Кĕске тăхтавсем вăхăтĕнче Шупашкартан çитнĕ пултаруллă юрăçсем – хамăр ентешĕмĕр Светлана Яковлева тата Полина Борисовапа Юрий Петухов эстрада юррисемпе савăнтарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика