08 октября 2012 г.
Районта мини-футбол турнирĕ пынă пирки пĕлтернĕччĕ. Вăл çу кунĕсенче пычĕ. Малтанах чемпионата 12 команда хутшăнчĕ. Пĕрремĕш çаврăм хыççăн вĕсен шучĕ – саккăр кăна тăрса юлчĕ. Апла пулсан та вăйăсем интереслĕ иртрĕç.
Мала тухассишĕн, район чемпионĕ пулса тăрассишĕн "Колосок"-Центр" (Шăмăршă), "Администраци" тата "Темп" – ПНИ" командăсем уйрăмах ăстарах вылянипе палăрчĕç. Вĕсемех финалта тĕл пулчĕç. Турнирта çухатусăр вылянă "Колосок" – Центр" чемпион пуласси пирки, паллах, иккĕленмелли те çук. Çакă çирĕпленчĕ, вăл юлашкинчен "Администраци" командăна парăнтарса кăçал та çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăншăн иртнĕ вăййа та сăнама кăсăклă пулчĕ. Вăйă пуçламăшĕнче "Администраци" "Темп-ПНИ" командăран ăнăçлăрах выляма пуçларĕ. Анчах çакă вĕсене хапхана умлă-хыçлă тапса кĕртнĕ мечĕксенчен çăлса хăвараймарĕ, вăйă 1:3 шутпа вĕçленчĕ. Çапла вара иккĕмĕш вырăна "Темп-ПНИ" (Карапай Шăмăршă) тивĕçрĕ, "Администрацин" виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"