Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерни мар, хутшăнни паха

26 сентября 2012 г.

ПĔТĔМ Раççейри пекех, иртнĕ вырсарни кун пирĕн районта та черетлĕ "Наци кросĕ-2012" пулса иртрĕ. Кашни ял поселенийĕнчех йĕркеленĕ ăна, унта физкультурăпа спорта кăмăллакан çĕршер те çĕршер çынна явăçтарнă. Иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, кăçалхи кросс хăйĕн массăлăхĕпе те палăрса юлчĕ. Старта пин ытла çын тăчĕ.

ШĂМĂРШĂ. "Çанталăк лайăх чухне Наци кросне ирттерсе юлăр" тенĕнех туйăнчĕ иртнĕ вырсарни кун. Кунĕ чăнах та, çуллахи пекех ăшă та хĕвеллĕччĕ. Çавна май спортсменсем те йышлă, "чирлекенсем" те.

Шăмăршăра "Наци кросĕ – 2012" спорт уявне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев уçрĕ, пурне те ăнăçлă стартсем сунчĕ. "Пурте çĕнтерÿçĕ пулаймĕç, – палăртрĕ Валерий Петрович. – Олимпиецсем калашле, çĕнтерни мар, хутшăнни паха. Чи пĕлтерĕшли – сывă пурнăç йĕркине тытса пыни".

Ăмăртусем темиçе тапхăрпа, спорта юратакансен çулĕсене кура иртрĕç. Чи малтанах старта "вĕтĕ урасем" – ача сачĕсене çÿрекенсем тăчĕç. Ку вĕсемшĕн – пысăк спортри малтанхи тĕрĕслев. Камăн çĕнтерес, мала тухас ан килтĕр-ха; Пăхса, хавхалантарса тăракансем мĕн чухлĕн тата! Воспитательсем те юнашарах.

Кĕске çаврăма ачасем пурте чупса тухрĕç. Жюри никамăн кăмăлне те хăварас темерĕ – кашнинех парнесемпе чысларĕ. Ачасемшĕн çакăнтан хакли мĕн пултăр: çавах та, пурнăçри, малтанхи спорт тупăшăвĕнчи пĕрремĕш приз-çке-ха. Çирĕм икĕ ачана урăхран мĕн кирлĕ пултăр;

Кĕçĕн шăллĕсемпе йăмăкĕсем хыççăн Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта 1-2 классенче вĕренекенсем старта тăчĕç. Хальхинче хĕрачасенчен Даша Харитонова, Софья Кузьмина, Милана Яковлева, арçын ачасенчен Семен Романов, Ваня Милюшкин, Егор Чернов чи маттуррисем пулчĕç.

3-4 классене çÿрекенсен тупăшăвĕ те кăсăклă иртрĕ темелле. Вĕсем те, ыттисем пекех, кĕске дистанцире тупăшрĕç. Ку ушкăнра хĕрачасенчен финиша чи малтан Кристина Чебан, Элла Розова, Алсу Федорова, арçын ачасенчен Кирилл Галкин, Павел Сергеев тата Максим Краснов çитрĕç.

Ăмăртусене хутшăнакансен çулĕсем ÿссе пынă май, дистанци те вăрăмланчĕ. 5-7 классенче вĕренекенсем хальхинче район администрацийĕн çурчĕ умĕнче старт илсе Карл Маркс, Уруков урамĕсем тăрăх пĕр çаврăм чупса тухрĕç. Пĕлекенсем каланă тăрăх, пĕр километр таран. Ку ушкăнра вара Вера Удина, Маргарита Яковлева, Александра Пугачева тата Илья Хлюкин, Рома Ермолаев, Данил Павлов чи вăйлисем пулчĕç.

8-9 классенче вĕренекен хĕрачасем пысăк çаврăмпа пĕр хутчен чупса тухрĕç, финиша чи малтан Наталья Шигарева, Роксана Кузьмина, Дарья Семенова вирхĕнсе çитрĕç, арçын ачасенчен, икĕ çаврăм чупса, дистанцие Дима Кудряшов, Андрей Хафизов тата Александр Захаров пуринчен те малтан вĕçлерĕç.

10-11 классенчи хĕрсем икĕ çаврăмлă дистанцире вăй виçрĕç. Малтанхи виçĕ вырăна ку ушкăнра Мария Семенова, Полина Егорова, Ксения Смаева пайларĕç. Яшсен дистанцийĕ вара вăрăмрах пулчĕ. Çĕнтерÿшĕн хыпса çунакансене çакă хăратать-и вара; Призерсем – Валерий Макаров, Линор Пелеев, Руслан Алексеев.

17-35 çулсенчи çамрăксем хушшинче те сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем йышлă пулни савăнтарать. Çакă Наци кросĕнче те лайăх палăрчĕ. Вĕсемшĕн палăртнă дистанцие чупса тухасси - вăйă пек кăна.

Спорт тусĕсем стартран пысăк хăвăртлăхпа вирхĕнчĕç: пĕри пĕрне кая хăварать, тепри тепринчен иртсе каять. Кам вăйлăраххине финиш çеç татса пачĕ: хĕрсенчен малтанхи виçĕ вырăнта Галина Сорокина (халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр), Татьяна Чанга тата Галина Иванова (иккĕшĕ те районти тĕп больница командин йышĕнчен). Яшсемпе арçынсенчен вара палăртнă дистанцие Андрей Измайлов (ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ), Юрий Старшинин (васкавлă пулăшу уйрăмĕ), Петр Сорокин (подстанци) чи малтан парăнтарчĕç.

Физкультурăпа спорт çынна ватăлма памаççĕ. Спорт ветеранĕсен те (çак шута 35 çултан аслăраххисем кĕреççĕ) "пăсĕ" тухса пĕтмен иккен-ха. Çакă кросра та лайăх сисĕнчĕ. Паллах, вĕсем хăвăртлăх енĕпе çамрăксене çитеймеççĕ ĕнтĕ. Анчах ку питех пĕлтерĕшлĕ те мар: чупу – хăй илем, чун киленĕçĕ.

Ку ушкăнра Алина Яковлева (Шăмăршă вăтам шкулĕ), Светлана Харитонова предприниматель, Надежда Федорова (халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай) ыттисене çăмăллăнах хăйсен хыçне хăварма пултарчĕç. Арçынсем те маттур. Çавах та Вячеслав Дмитриев (район администрацийĕ), Вячеслав Филимонов ("Туслăх" ФСК) тата Игорь Поляков (районти тĕп больница) – чи вăйлисем.

Кросри чи интереслĕ самант – VIP чупу. Ку старта предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем тухрĕç, куракансем умĕнче хăйсен коллективĕсен чысĕсене хÿтĕлерĕç. Çамрăккисем те пур вĕсен хушшинче, çулланнисем те. Çулсем хушшинчи уйрăмлăх ăмăртура та сисĕнчĕ: аслăраххисене çамрăкраххисемпе тупăшма ансатах мар. Ку ушкăнра çĕнтерÿçĕсен йышне хĕрарăмсенчен çаксем кĕчĕç: Ольга Еремеева (Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕ) тата "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Федотова. Арçынсенчен малтанхи виçĕ вырăна Алексей Романов (Канашри çул-йĕр участокĕн Шăмăршăри уйрăмĕ), Сергей Удочкин ("Ростелеком"), Андрей Вазанов (халăха социаллă хÿтлĕх паракан центр) пайларĕç.

Хăйсен ушкăнĕнсенче мала тухнисем Грамотăсемпе асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.

ВАСАН. "Наци кросĕ -2012" Васан ял поселенийĕнче те ăнăçлă иртрĕ. Васанти шкул стадионне çак кун физкультурăпа спорта юратакансем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем йышлăн пухăнчĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе ăмăртусене кăçал та шкул ачисем пуçларĕç, хăйсен ÿсĕмĕсене кура тĕрлĕ дистанцире вăй виçрĕç. Пулас спортсменсен ăсталăхĕ ÿссе пыни куç кĕретех. Ахальтен мар ĕнтĕ хăйсен ушкăнĕсенче мала тухнисене ял поселенийĕн администрацийĕ ятарлă парнесемпе чысларĕ.

Ашшĕ-амăшĕсем те ачисенчен, теприсем вара мăнукĕсенчен кая юлас теменни те савăнтарать. Вĕсем те хаваспах старта тăчĕç – финиша çитиччен пăрăнса юлнă пĕр çын та пулмарĕ. Хĕрарăмсене илес пулсан, кăçал чи вăйлисем Оксана Егорова, Татьяна Тимофеева (ял поселенийĕн специалисчĕсем), Анджелла Егорова (культура çурчĕн директорĕ) пулчĕç, хăйсенчен урăх никама та ирттермерĕç. Арçынсенчен чи маттуррисем – Юрий Ильин (ял поселенийĕн пуçлăхĕ), Николай Ендиеров (район администрацийĕн халăха социаллă хÿтлĕх парас тĕлĕшпе ĕçлекен пай ертÿçи) тата Владимир Краснов (ялти шкул учителĕ).

Çĕнтерÿçĕсем, хаклă парнесемсĕр пуçне, Грамотăсене те тивĕçрĕç.

– Парни мар, сывлăх хаклăрах, – терĕç çак кун асъялсем, васансем тата ярăславсем.

ÇĔНĔ ЧУКАЛ. Çĕре яхăн çын хутшăнчĕ Чукал ял поселенийĕнче çак кун массăллă чупăва.

– Никама та хушман, хистемен, – тет ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Чугунов. – Ĕçре кăна мар, спортра та маттур чукалсем.

Наци кросне хутшăнисенчен кăçал чи çамрăккисем – тăватă çула та çитмен Настя Малеева, Дима Еремеев, Никита Нефедов. Жюри вĕсене асăнмалăх ятарлă парнесем парса хавхалантарчĕ. Эх, мĕнлерех йăлшкăшрĕç çакăн хыççăн ачасен куçĕсем! Вĕсен пичĕсем çинче хĕвел шевли сиксе ташларĕ вĕт!

Арçынсемпе хĕрарăмсенчен чи аслисем – Валентина Сарандаева тата Геннадий Чугунов. Вĕсем те ватлăха парăнасшăн мар-ха, çамрăксенчен ÿксех юлмаççĕ.

Тĕрлĕ çулсенчи çынсем старта тăчĕç çак кун. Çĕнтерÿçĕсем Грамотăсене, призсене тивĕçрĕç.

АНАТ ЧАТКАС. Иртнĕ вырсарни кун ялти шкул стадионĕ кĕрлесе кăна тăчĕ. "Наци кросĕ-2012" – пуриншĕн те уяв, физкультурăпа спорта юратакансене пĕрлештерекенĕ. Ăмăртăва хутшăнас текенсем кăна – 125 çын. Курма килнисем мĕн чухлĕн тата.

Шкул ачисем хушшинче кросс тăватă тапхăрпа иртрĕ, кашнийĕнчех икшер класс вăй виçрĕ. 1-3 классене илес пулсан, чи вăйлисем те маттуриссем – пĕр тăван Настьăпа Вика Хрисановасем, Милена Зиновьева, Вася Григорьев, Саша Тяпушов тата Максим Федоров.

4-5 классем хушшинче те ăмăрту çивĕч иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсем – Анжела Лукиянова, Андрей Козлов.

6-7 классем хушшинче кăçал пĕрремĕш вырăна Рамиля Бахитова тата Петя Еремеев вĕçертмерĕç.

8-9 класра вĕренекенсем хушшинче кĕрешÿ уйрăмах хĕрÿ пулчĕ темелле. Ку ушкăн çĕнтерÿçисем – Ильсия Санатуллова, яшсенчен - Женя Хрисанов.

Шкул ачисем хыççăн аслăраххисем вăй виçме, хăйсене тĕрĕслесе пăхма кăмăл турĕç. Вĕсен хушшинче çĕнтерÿçĕсене çулĕсене кура палăртрĕç. Хăйсен çулĕсенче, сăмахран, Елена Бакина, Галина Лукиянова, Лидия Юнкерова (ялти шкул вĕрентекенĕсем), Александра Еремеева (ача сачĕн воспитательници) чи вăйлисем пулни палăрчĕ. Арçынсем хушшинче те хăйсен ÿсĕмĕсенче мала тухнисем – ялти шкул учителĕсем: Николай Зыков, Виталий Зиновьев тата Леонид Нянин.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика