Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсене асăнса – футбол тата волейбол турнирĕсем

19 сентября 2012 г.

"Нумай та пĕтет, сахал та çитет. Пĕрле пурăннине, ай, мĕн çитет;" Çапла-çапла. Пĕрле пухăнсан йывăрлăха парăнтарма, хуйха-суйха та манма çăмăл, савăнма лайăх. Пирĕнтен яланлăхах уйрăлнă çынсене асра тытасси, вĕсене асăнса тĕрлĕ мероприяти, ăмăрту йĕркелесси районта йăлана кĕнĕ. Ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă юлташсем, районăн паллă çыннисем пурăннă, çĕр çинчен вăхăтсăр кайман пулсан, вĕсем тата нумай ырă ĕç туса пире савăнтарнă пулĕччĕç.

Шăмăршăра Василий Ефимова асра тытса, унăн çывăх çыннисемпе тăванĕсем йĕркеленипе, мини-футбол вăййисем пулнă. Çак турнира пурĕ 9 команда хутшăннă: аслисен – 6, кĕçĕнисен – 3. Вăйăсем хаваслă та интереслĕ, хĕрÿ кĕрешÿре иртнĕ. Çакна та малтанах каласа хăвармалла, кашни команда валли турнира йĕркелекенсем ятарласа футболкăсем хатĕрленĕ, çавăнпа та командăсен хăйсен форми пулнă.

Тÿрех каламалла: Василий Михайлович хăй те физкультурăпа спорта юратакан çын пулнă, ăмăртусене те хаваспах хутшăннă. Ял спортсменĕсене пĕрлештерсе тăнă "Урожай" спорт обществин районти уйрăмне те ăнăçлă ертсе пынă, ялсенче спорта аталантарассишĕн сахал мар тăрăшнă. Каярахпа урăх ĕçе куçсан та В.Ефимов спортран уйрăлман, хăй ĕçлекен коллективран спорт командисем йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне паллă ентешĕмĕр ăмăртусене йĕркелесе ирттерме спонсор пулса та пулăшнă. Çакăншăн хисепленĕ ăна çынсем, çакăншăнах ăна халĕ те пурте асрах тытаççĕ.

Аслă ушкăнра пĕрремĕш вырăна Шăмăршăри "Центр-Колосок" йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш "Тайфун" (Шăмăршă) тата "Çĕнĕ Шăмăршă" командăсем. Вăйăсенчи чи лайăх вратаре, хÿтĕлевçе, çурма хÿтĕлевçе, тапăнса вылякана палăртнă, вĕсем – Михаил Яковлев, Анатолий Герасимов, Александр Муляков, Эдуард Михайлов, "Бомбордир" ята Дмитрий Смирнов тивĕçнĕ.

Кĕçĕн ушкăнра Шăмăршăри "Колосок-1" – пĕрремĕш, "Васан" – иккĕмĕш, "Колосок-2" – виççĕмĕш вырăнта. Кунта та ăнăçлăрах вылякансене асăнса хăварнă: Владимир Алексеев (вратарь), Михаил Ефимов (хÿтĕлевçĕ), Роман Ермолаев (çурма хÿтĕлевçĕ), Вячеслав Ухваркин (тапăнса вылякан), Дмитрий Галкин – "бомбордир".

Турнира хутшăннисенчен Константин Ефимов – чи çамрăк, Вячеслав Павлов чи аслă вылякан пулнă.

Футбол вăййисене йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн В.Ефимовăн тăванĕсем Шăмăршăсен "Красный бор" пĕрлешĕвне, О.Хлюкина, С.Галкина чĕререн тав тунă.

х х х

Чечня вăрçинче пуçне хунă милици майорне Валерий Сидорова асăнса йĕркеленĕ волейбол турнирĕ те çивĕч тупăшура иртнĕ. Кунта хамăр районтисемсĕр пуçне кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчен те хăнасем килнĕ. Пухăннисене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Никифоров, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи полици уйрăмĕн пуçлăхĕ Андрей Фомин сăмах каланă, пурне те çĕнтерÿ суннă.

Кăçалхи турнирта Шăмăршăри полици уйрăмĕн команди ыттисенчен ăстарах вылянă, вăл – çĕнтерÿçĕ, Патăрьелсем – иккĕмĕш, акционерсен хупă "Карлинская" агрофирма" обществăн команди – виççĕмĕш.

Сергей Агеев (Шăмăршă), Аркадий Петров (Патăрьел), Александр Абсалямов ("Карлинская" агрофирма" АХО) чи лайăх вылякансем пулнă. Мала тухнă командăсене, вăйăсенче палăрнă спортсменсене хаклă парнесемпе (укçан) хавхалантарнă.

Турнира ирттерме спонсор пулăшăвĕ паракансене – В.Фадеева, И.Ларшникова, И.Павлова, А.Архипова, А.Петрова, С.Васильева, Е.Кудряшова, Г.Кудряшова, С.Галкина, Г.Ельцова, В.Абсалямова, Г.Макарова, И.Кудряшова, И.Егорова, Н.Муромцева – В.Сидоровăн тăванĕсем хаçат урлă тав тăваççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика