Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Шăмăршă хыпарне» юратнăран – эстафета иртнĕ кăмăлтан

12 сентября 2012 г.

РАЙОНТА спортпа туслă çынсем нумай пирĕн. Çакна эпир кашни ăмăртусенчех курса ĕненетпĕр. Çĕр-çĕр çын старта тухни, вăйăсене хутшăнни те çакнах çирĕплетсе парать. Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, мухтавлă космонавт летчикне Андриян Николаева асăнса "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ çăмăл атлетсен эстафетинче те ик çĕр ытла чупуçă пулчĕ.

Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен "Туслăх" спорт шкулĕ (физкультурăпа спорт комплексĕ) умĕнчи стадионра халăх хĕвĕшрĕ кăна. Çăмăл атлетикăна юратакансем хăйсен вăйне виçсе пăхма, хаклă парнесене тивĕçме кунта пухăннă. Шкул ачисен командисенчен пуçласа спорт ветеранĕсен командисем таранах килнĕ. Пĕрисем пĕр-пĕринпе калаçаççĕ, старт умĕн физкультура вĕрентекенĕсем, тренерсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организацисен, учрежденисемпе предприятисен ертÿçисем паян кам çĕнтерÿçĕ пулассине малтанах палăртассишĕн сăмахлани яланах пулнă, теприсем "разминка" тăваççĕ. Кăçал пурĕ 38 команда старта тăчĕ.

Ăмăртăва килнисене саламласа, ăнăçупа çĕнтерÿ сунса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков, "Советская Чувашия" хаçат корреспонденчĕ Лев Васильев, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Татьяна Федотова сăмах каларĕç, старт пачĕç.

Чи малтан ăмăртăва районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсем тухрĕç. Виçĕ арçын ачапа виçĕ хĕр ачаран тăракан командăсем пĕринчен тепри иртсе эстафетăна вĕçлерĕç. Финиш йĕрĕ урлă пĕрремĕш Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн команди чупса каçрĕ, вĕсем – çĕнтерÿçĕсем. Дистанцие иккĕмĕшпе виççĕмĕш Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 9 "б" класс командипе Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул команди вĕçлерĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсен командисен эстафети те интереслĕ пулчĕ. Старта икшер команда тăратрĕç физкультура вĕрентекенĕсем. Хĕрÿ тупăшура финиша Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн пĕрремĕш команди – пĕрремĕш, Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн пĕрремĕш команди – иккĕмĕш, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул команди виççĕмĕш çитрĕç.

Ял тăрăхĕсен командисем те эстафетăна тĕплĕн хатĕрленсе килни пĕрре пăхсах курăнчĕ. Стартра тăнă чухнех "урхамахсем" пек тăпăртатса тăчĕç. Тăватă çынран тăракан командăсем çаврăм хыççăн çаврăм хыçала хăварса эстафетăна вĕçлерĕç. Хальхинче пĕрремĕш вырăна Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн команди çĕнсе илчĕ. Анат Чаткас ял тăрăхĕн команди – иккĕмĕш, Пуянкасси ял тăрăхĕн команди – виççĕмĕш.

Организацисен, учрежденисемпе предприятисен командисен те старта тăма вăхăт çитрĕ. Ку ушкăнра ачасемпе çамрăксен "Туслăх" спорт шкулĕн команди çĕнтерÿçĕ пуласси пирки малтанах пăшăлтатрĕç. Çаплах пулчĕ те, вĕсем – пĕрремĕш. Иккĕмĕш вырăна тухнă Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕпе районти пушар чаçĕн ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ команда "Туслăха" кăшт кăна выляса ячĕ. Виççĕмĕш – районти тĕп больница команди.

"Спорт ветеранĕсем" ушкăнра Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вăй хуракансен командинчен хытăрах чупакансем пулмарĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Карапай Шăмăршăри психо-неврологи интерначĕпе районти тĕп больницăн командисем.

Районта спорта юратакан çемьесем пурри питĕ савăнтарать. Çемье командисем йĕркелесе хутшăнакансене нумай ăмăртура курма пулать. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат ирттерекен эстафетăна та çемье командисем килчĕç. Çĕнтерÿ – Карповсен çемйинче (Карапай Шăмăршăри психо-неврологи интерначĕ), Измайловсем (Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ) – иккĕмĕш, Убасевсем (Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул) – виççĕмĕш.

Хăйсен ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăна тухнă командăсене хаклă парнесемсĕр пуçне куçса çÿрекен кубоксем парса та хавхалантарнă. Ытти çĕнтерÿçĕсем те парнесемсĕр юлмарĕç.

"Шăмăршă хыпарĕ" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ эстафетăна спонсор пулса пулăшу панăшăн Россельхозбанкăн Чăваш регионĕн Шăмăршă районĕнчи хушма офисне, "Единая Россия" партийĕн районти уйрăмне, Раççей Перекет банкĕн Канашри 7507 номерлĕ уйрăмĕн 7507Ÿ093 хушма офисне, "Техномир" лавкка ертÿçине Вячеслав Кудряшова, Кăнтăр районĕсенчи электросечсен Шăмăршăри уйрăмне, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти физкультура вĕрентекенне Сергей Хафизова чун-чĕререн хаçат урлă тав тăватпăр. Çавăн пекех судьясене, ачасемпе çамрăксен "Туслăх" спорт шкулĕн директорне Сергей Галкина, район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн ертÿçине Алина Ларшникована та ăмăртăва ирттерме пулăшнăшăн пысăк тав.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика