Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ ыйтусене хускатнă

18 августа 2012 г.

ĔÇЛĔ лару-тăрура иртнĕ районта черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕ. Унта хутшăннисем ĕç коллективĕсенче пулса Чăваш Республикин бюджечĕн тата экономикăпа социаллă аталанăвĕн ыйтăвĕсене хускатнă.

ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕпе С.Мельниковпа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев ертсе пыракан ушкăн Шăмăршăри "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексне çитсе курнă. Министр кунта комплекс ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Çавăн пекех информушкăн Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам шкулта, "Шанс" сахал яваплă обществăра пулнă.

Тепĕр ушкăн, Çут çанталăкпа усă курассине тĕрĕслесе тăракан Федераллă служба управленийĕн ертÿçи В.Косачев ертсе пынипе Пуянкасси ял поселенине пырса çитнĕ, кунти "Колос" сахал яваплă обществăпа Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле шкулта ĕçлекенсемпе курса калаçнă.

ЧР шалти ĕçсен министерствин обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен пай начальникĕ Л.Чернов ертсе пынă информаци ушкăнне вара Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта кĕтсе илнĕ.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче ушкăнсем ял туризмне çĕклессине тата рекламăлассине республика шайĕнче çĕклес ыйтусене те хускатнă. Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх, Шăмăршăра витнĕ хоккей коробки тата футбол площадки тăвасси пирки те калаçнă. Информаци кунне хутшăнакансем çавăн пекех çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика