Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллев – спорта аталантарасси

11 августа 2012 г.

АЧАСЕНЕ хушма пĕлÿ паракан "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ спорта пĕчĕкрен парăннă, ăна кăмăллакан вĕренекенсемпе тĕрлĕ спорт хăнăхтарăвĕсем ирттерет, секцисем ĕçлеççĕ. Паллах, кунта çÿрекен ачасен спортри результачĕсем те ÿссех пыччăр тесе тăрăшаççĕ.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 240 вĕренекенпе штатри 2 тренер тата тренерсене улăштаракан 7 специалист ĕçленĕ. Паллах, çитĕнÿсем те çук мар. Юлашки виçĕ çул хушшинче 215-шĕ спортăн массăллă разрядне тивĕçнĕ, 16 вĕренекен 1 разряд нормине, 1 ача Раççей спорт мастерĕн кондидат нормине пурнăçланă.

Шкулта Раççейри "Мини-футбол – шкула" проекта пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрсах вăй хураççĕ. "Колосок" команда районта, республикăра, Раççейри турнирта яланах малтисен шутĕнче. Акă, Атăл çи Федераци округĕнчи Раççей турнирĕн этапĕнче 2010 çулта, 2011 çулта виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Кунта "Колосок" командăпа ĕçлекен тренерсен тÿпи пысăк пулнине палăртмалла. Сергей Хафизовпа Михаил Яковлев хатĕрлеççĕ çамрăк футболистсене.

Республикăра иртнĕ "Сăран мечĕк" турнирта та савăнтарчĕ "Колосок". 2012 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан шкул ачисен Спартакиадинче иккĕмĕш вырăна тухрĕç.

"Самбо" кĕрешĕве кăмăллакансем те кунтах, Александр Ичанкинпа Алексей Филиппов тренерсем патĕнче, хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Çамрăк кĕрешÿçĕсем ресмпубликăри, Раççейри турнирсене хутшăнаççĕ. Кашнийĕнчех çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Шкул ачисен республикăри Спартакиадинче вĕсем те палăрчĕç: 2011 çулта – иккĕмĕш, 2012 çулта виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

"Туслăх" спорт комплексене хута янă хыççăн ишессипе, акватлон, триатлон енĕпе иртекен республикăри ăмăртусенче те пысăк ÿсĕмсем турĕç. 1997 çулта çуралнă Дмитрий Ефимов дуатлон енĕпе нумай хутчен республика чемпионĕ, Раççей чемпионачĕсен призерĕ, Балтикăпа СНГ Кубокĕн хуçи пулма пултарчĕ. 1999 çулта çуралнă Илья Хлюкин – акватлон тата триатлоненĕпе республика чемпионĕ, Раççейри ăмăртусене те пĕрре мар хутшăнчĕ.

Спорт сулăмĕллĕ 5 ача юлашки 3 çул хушшинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçрĕç.

Çак çитĕнÿсемпе кăна лăпланса ларма иртерех-ха. Спортăн ытти тĕсĕсене те аталантарма тăрăшмалла. Пире ачасем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе татах та нумайрах савăнтарчĕр. Вĕсем хушинче Раççей, Европа, Тĕнче чемпионĕсем, олимпиецсем те пулччĕр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика