Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт вăйсăррисене юратмасть

15 августа 2012 г.

Физкультурник кунне халалланă спорт уявĕ хаваслă та интереслĕ иртрĕ. Спорта юратакансем йышлăн пухăнчĕç Шăмăршăри "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн умне. Кунтах ял тăрăхĕсенчен, предприятисенчен, организацисенчен, учрежденисенчен килнĕ командăсем, спорт ветеранĕсем, шкул ачисем. Ăмăртусене килнĕ çынсене саламласа, ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков сăмах каларĕ. Владимир Александрович çавăн пекех районта спорта аталантарас ĕçе хастар хутшăннă çынсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕн Чăваш Ен регионĕн Шăмăршăри уйрăмĕн ертÿçи П.Фомин та спортра пысăк çитĕнÿ тунисене Грамотăсемпе тата парнесемпе чысларĕ.

60 метрлă дистанцие чупса арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Денис Петров (Карапай Шăмăршă) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш – Александр Петровпа (Карапай Шăмăршăри психо-неврологи интерначĕ) Валериян Вашуркин ("Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ). Хĕрарăмсенчен чи лайăх результат кăтартаканĕ Анат Чаткасри Мария Капралова пулчĕ. Александра Кузьмина (Пуянкасси ял тăрăхĕ) – иккĕмĕш, Алина Зиновьева (Анат Чаткас) – виççĕмĕш.

Алă вăйне виçессинче (армреслинг) арçынсенчен Пăчăрлă Пашьелĕнчи Юрий Угарин çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ăна выляса янă Александр Любимовпа (Шăмăршă ял тăрăхĕ) Константин Кусаинов (Шăмăршă шкулĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Ку енĕпе хĕрарăмсем те аптраса тăмаççĕ. Вĕсем те ним хăрамасăрах хăйсен алă вăйĕсене виçме кăмăл турĕç. Хальхинче те Елена Исметова (Васан ял тăрăхĕ) районти çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Пуянкассинчи Наталия Тимошкина – иккĕмĕш, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнчи Ирина Лаврентьева – виççĕмĕш.

Шашкăлла тата шахматла выляма кăмăллакансем те хăйсене уйăрса панă пÿлĕмсенче пуçĕсене ватрĕç. Паллах, кунта нумай хутчен район чемпионĕ пулнă çынсене курма тÿр килчĕ. Кăçал шашка енĕпе малти виçĕ вырăна Геннадий Елисеев (Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ), Николай Чернов (Шăмăршă ял тăрăхĕ) тата Владимир Тимофеев (психо-неврологи интерначĕ) тухрĕç.

Шахматистсем хушшинче ăнăçу Геннадий Никитинра (Шăмăршă ял тăрăхĕ) пулчĕ, вăл – пĕрремĕш. Владлен Кудряшовпа (Шăмăршă) Николай Куприянов (Шăмăршă шкулĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемпе çырлахрĕç.

Чи интереслĕ ăмăртусенчен пĕри вăл – вĕрен туртасси. "Ух, ох..." тени çеç илтĕнсе тăрать. Нихăш командăн та хыçа юлас килмест. Çавăнпах пурте вăйĕсене шеллемесĕр, шăлĕсене çыртса тупăшрĕç. Ку енĕпе чи вăйли Васан ял тăрăхĕн команди пулчĕ. Вăл финалта Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн командине парăнтарма пултарчĕ. Виççĕмĕш вырăна Шăмăршă шкулне çĕнтерсе "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди çĕкленчĕ.

Волейболпа мини-футбол вăййисем вара вăраха тăсăлчĕç. Апла пулсан та куракансен йышĕ чакмарĕ. Спорта юратакансем уяв вĕçленичченех стадионтан каймарĕç. Пляж волейболĕнче "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн командинчен лайăхрах вылякансем пулмарĕç, вăл – пĕрремĕш. "Туслăха" выляса янă Пуянкасси ял тăрăхĕн команди - иккĕмĕш, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн команди – виççĕмĕш.

Мини-футбол вăййисенче "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди – пĕрремĕш, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ – иккĕмĕш, "Çĕнĕ Шăмăршă" команда виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Вăйăсемпе ăмăртусен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе результачĕсене шутласан, ял тăрăхĕсен командисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Пăчăрлă Пашьелпе Чукал ял тăрăхĕсем.

Организацисем, предприятисем, учрежденисем хушшинче малти виçĕ вырăнта "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн, Шăмăршă шкулĕн, Карапай Шăмăршăри психо-неврологи интерначĕн командисем.

Уяв вĕçленчĕ, пысăк пăнчă лартма та юрать. Анчах спорт ăмăртăвĕсене килнĕ хăшĕ-пĕрин шухăшне те пĕлтерес килет. Вĕсен сăмахĕсем пĕр тĕлĕнтерчĕç, пĕр савăнтарчĕç. Уйрăмах Шăмăршăра çакнашкал спорт комплексĕ çĕкленсе ларнишĕн хĕпĕртеççĕ ентешĕмĕрсем. Кунта спортăн тĕрлĕ енĕпе тренировкăсем иртеççĕ, сывлăха çирĕплетме пулать.

Судьясен яваплă ĕçĕ пирки асăнмасăр иртни те вырăнсăр пулĕччĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçне çÿллĕ шайра пурнăçларĕç. Тавах вĕсене.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика