Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт – сывлăх çăл куçĕ| "Шăмăршă хыпарĕ"

10 июля 2012 г.

Спорт – сывлăх çăл куçĕ

 04.07.2012

 "Шăмăршă хыпарĕ"

 

 Сергей ХАФИЗОВ

 

ÇЫН сывлăхĕ – яланах калаçу теминче паллă вырăн йышăннă. 21 ĕмĕрте вара çак тема уйрăмах малти вырăнсенчен пĕрне йышăнчĕ. Физкультура туни тата спортпа туслă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пурте ăнланаççĕ, анчах та харпăр хăйне хистеме, иртерех тăрса темиçе упражнени тума вара çав тери йывăр пулмалла.

Медик-специалистсен шухăшĕпе этемĕн мĕн пур чир-чĕрĕн 75 проценчĕ ача чухне аталанать. Мĕншĕн çакăн пек пулса тухать-ха; Ахăртнех, эпир, çитĕннисем, ачашăн чи кирли вăл – лайăх вĕренни тени. Çакă вара пĕрре те тĕрĕс мар. Енчен те сан пуç çаврăнать, чир-чĕре тата ÿркеннине пула организм халсăрланса çитнĕ, чир-чĕрпе кĕрешеймест пулсан, лайăх вĕренме май килет-и вара; Час-часах ашшĕ-амăшĕ çемьере ачана çакăн пек калать: "Апат начар çиетĕн пулсан – чирлетĕн! Ăшă тумланмастăн – шăнса пăсăлатăн!.." Анчах та çемьере çакăн пек калакансем çав тери сахал: "Зарядка тумастăн – вăйлă пулаймастăн. Спортпа туслă пулмастăн – веренÿре ÿсĕмсем тума йывăр пулĕ!" Çавăнпа та пирĕн вĕренекенсем пурнăçра теме те пĕрремĕш вырăна лартаççĕ, анчах та сывлăха мар. Вăл пирĕн тăххăрмĕш вырăнта кăна. Наукăпа техника прогресĕ çын вăй-хал тĕлĕшĕнчен ĕçлени мĕн иккенне сахалрах ăнланасси патне илсе çитерчĕ.

21 ĕмĕрĕн тĕп çитменлĕхĕсем çаксем пулса тăраççĕ: япăх эмоцисем пухăнни, ытлашши апат çини тата гиподинами. Час-часах ашшĕ-амăшĕнчен çакăн пек каланине илтме пулать: "Ман ачана хусканусем тума физкультура урокĕсем те çитеççĕ". Çаплах-ши; Чăннипе каласан физкультура урокĕсем ачасен хусканусем тăвас активлăхне 11 процент чухлĕ кăна тивĕçтереççĕ. Шкул расписанийĕнчи 2-3 урок ку проблемăна татса параймасть. Апла пулсан, ачана хăйĕн кĕлеткине, хăйĕн сывлăхне юратма хăнăхтарма шкул тата çемье çине шанса лармасăр, татах та нумай ĕçлемелле. Урăхла каласан, ачан сывлăхĕшĕн тăрăшмалла.

Çул çитмен хĕрачасем умĕнче тăракан проблемăсенчен пĕри вăл, кĕлетке проблеми (ыйтнисенчен 40 проценчĕ çакăн пек хуравланă, 80 ача). Ашшĕ-амăшĕ вара час-часах ачасен проблемисем çине тимлĕх хумасть, вĕсене вак-тĕвексем вырăнне шутлать. Çак проблема вара пысăкланса пырать, ачана канăçсăрлантарма тытăнать, ăна тулли пурнăçпа пурăнма чăрмантарать. Тĕрĕссипе каласан, ашшĕ-амăшĕн ачана хăйсен тĕслĕхĕпе вĕрентсе пымалла. Анчах, шел пулин те, кун пеккисем сайра.

Çыннăн пурнăçĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр тĕслĕхсене илсе кăтартас килет:

- пĕр кун хушшинче çыннăн сахалтан та 10000 утăм тумалла, хальхи çын вара аран-аран унăн çуррине утать;

- 13 çулта юн пусăмĕ 130-80 таран хăпарни – анлă саралнă пулăм;

- ашшĕ-амăшĕ уйрăлнă çемьесенчи ачасем гипертонипе час-часах чирлеççĕ;

- Раççĕй ученăйĕсен даннăйĕсем тăрăх, ачасен 51 проценчĕ шкултан таврăннă хыççăн урамра пачах та пулмасть;

- шкулта вĕренекен ачасен 73 проценчĕ уроксем хатĕрленĕ хушăра тăхтав тумасть;

- специалист-медиксен шухăшĕпе, пулас сывлăха 15 çулран пуçласа 60 çулччен сыхласа хăварма 1-15 çул хушшинчи ÿсĕм паллă вырăн йышăнать;

- медиксем палăртнă тăрăх, çуралнă 100 ачаран 20 ачан çулсем иртнĕ май тÿрĕ ура лаппи аталанать.

Хăвăрăн ачăрсене пулăшăр, вĕсемпе тимлĕ пулăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика