Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космонавта асăнса – эстафета чупăвĕ

15 сентября 2011 г.

УМЛĂ ХЫÇЛĂ виçĕ кун çумăр шăпăртатнă хыççăн, районти çăмăл атлетсене савăнтарса, эрне кун, сентябрĕн 9-мĕшĕнче çанталăк уяр тăчĕ (16 сехетчен). Шăпах çак кун "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат парнисемшĕн тата СССР летчик-космонавтне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г. Николаева асăнса район центрĕнчи "Туслăх" спорт комплексĕн стадионĕнче çăмăл атлетсен эстафета чупăвĕ иртрĕ.

...12 сехет те 40 минутра районти çăмăл атлетсем строя тăчĕç. Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ В.Антонов "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн тĕп редакторне командăсем ăмăртăва хатĕр пулни пирки рапортласан, И.Саландаев тĕп редактор спортсменсене стартра ăнăçу сунчĕ. Ун çумне хутшăнса, пичет ĕçĕн ветеранĕ Г.Смаев та çăмăл атлетсене лайăх результатсем кăтартма ырă сунса ăшшăн саламларĕ (Геннадий Семенович ăмăрту ирттерме спонсор пулăшăвĕ те пачĕ). Малалла вара ĕçпе тыл ветеранĕ В.Захаров тухса калаçрĕ, А.Г. Николаев летчик-космонавт чăвашсен ятне тĕнче шайне çĕкленине палăртрĕ.

Кун хыççăн çемье командисем старта тăчĕç, ашшĕсемпе амăшĕсем хăйсен ачисемпе пĕрле эстафета чупăвĕнче ăмăртрĕç. Васанти Виталийпе Алена Смаевсем хăйсен Ксения хĕрĕпе пĕрле пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Энтĕрьелĕнчи Николайпа Олеся Фадеевсем тата вĕсен Ксения хĕрачи иккĕмĕшсем пулчĕç.

Малалла вара районти тĕп шкулсен командисем вăй виçрĕç. Эстафетăна пуринчен те маларах вĕçлесе, Анат Чаткас шкулĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ (физкультура учителĕ Н.Зыков). Васанпа Кивĕ Чукал шкулĕсен командисем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Вăтам шкулсен командисем хушшинчи ăмăртусем уйрăмах çивĕч те хĕрÿ иртрĕç. Ара, шăпах çак ушкăнри командăсенчен пĕрне хаçат редакцийĕн куçса çÿрекен Кубокĕ тивĕçет-çке-ха (пĕлтĕр ăна Палтиел вăтам шкулĕ çĕнсе илнĕччĕ). Эстафетăна пуринчен те маларах чупса тухса, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди малти вырăна тухрĕ (физкультура учителĕ И.Сабаев). Шăмăршăпа Палтиел вăтам шкулĕсен пĕрремĕш командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Вăтам шкулсем пурте икшер команда тăратни учрежденисене илем кÿрет.

Ял поселенийĕсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен командисен ăмăртăвĕнче Пуянкасси ял поселенийĕ – пĕрремĕш, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕ – иккĕмĕш, "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕ виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Предприятисен, ял поселенийĕсен тата вĕренÿ учрежденийĕсен ветеранĕсен командисен ăмăртăвĕнче "Туслăх" спорт комплексĕн команди - пĕрремĕш, Шăмăршă лесничествин команди – иккĕмĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕн команди виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Ăмăртусем вĕçленсен 1-3 вырăн йышăннă командăсем Дипломсемпе призсем илчĕç. Пĕрремĕш вырăн йышăннă командăсене кунсăр пуçне редакци 3 уйăхлăха "Шăмăршă хыпарне" те çырăнса парать. Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди вара (капитанĕ Влада Прохорова) редакцин куçса çÿрекен Кубокне тивĕçрĕ.

Эстафета ăмăртăвĕсене хутшăннă мĕн пур командăсене хаçат редакцийĕ тав тăвать, ытти ăмăртусене те хастар хутшăнма, лайăх результатсемпе палăрма ăнăçу сунать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика