Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илем тĕнчин хуçи

30 августа 2011 г.

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ Петьковсем пирки халĕччен пĕлменччĕ. Черетлĕ командировкăра унти ял тăрăхĕнче: "Ялти ятлă çынсемпе паллашма май пур-ши;" – тесе ыйтсан мана шăпах вĕсем патне илсе çитерчĕç.

Кил хуçи Виктор Андреевич 40 çул ытла вырăнти Киров ячĕллĕ хуçалăхра водительте ĕçленĕ. Хăйĕн ĕçченĕсенчен акă хăш енĕпе уйрăлса тăнă вăл: Виктор Петькова ыттисем пурнăçлама пултарайман ĕçсене шанса панă. Хуçалăха çĕнĕ, кăткăс техника килнĕ – ăна унăн "алла" илмелле пулнă. Инçе çула тухмалла – каллех Петькова ăсатнă. Урамра çил-тăман алхаснă, е çумăр лÿшкенĕ, е сывлама çук шăрăх хуçаланнă – вăл хăйĕн хурçă учĕн "тилхепине" шанчăклă тытнă. Халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Апла пулин те ĕçсĕр ларма сăлтав çук унăн. Килти хуçалăхра тĕрмĕшмелли пайтах: икĕ ĕне, пăру, чăх-чĕп... Хĕл валли утă-улăм хатĕрлемелле, вите-карта юсамалла. Акă нумаях пулмасть пÿрт тăррине çĕнетнĕ, çуллахи пÿрт валли пура хатĕрленĕ. Çак ĕçре ăна ывăлĕ Анатолий пулăшать. Унашкаллисем пирки "ылтăн алăллă" теççĕ. Унăн аллинчи йывăç пластилин пекех çемçе тейĕн: тем те "унаса" кăларать унран. Вăл эрешленĕ япаласем – алăксем, çавра пĕчĕк сĕтелсем, пукансем тата ытти те – куçа илĕртеççĕ. Ял-йыш та саккас парса ĕçлеттерет. Ялта çеç-и: ку тăрăхрисем пурте пĕлеççĕ темелле. Кăçал акă районти Акатуй валли те пĕчĕк пÿрт ăсталанă.

Петьковсен арçыннисем пирки "ылтăн алăсем" темелле пулсан кил хуçи хĕрарăмне Мария Николаевнăна мĕнле хакламаллине пĕлместĕп те. Илем тĕнчин хуçи тени питĕ вырăнлă пулĕччĕ. 40 çул ытла колхоз ферминчи выльăх валли апат хатĕрлекен цехра вăй хурса чунпа хытман вăл. Йывăр ĕç хыççăн тĕрĕ тĕрлеме ларса "çунат хушнă", хăй аллипе пурнăç кÿнĕ чечексен – лантăш, утмăл турат, кĕл чечек, ыттисен – хушшинче кăмăлне çемçетнĕ, канлĕх тупнă. Ăçта мĕнле илемлĕ эреш курнă – ăна пÿс çине куçарнă. Ялти Культура çуртĕнче те, районти Акатуйра та унăн ĕçĕсен куравĕ темиçе те иртнĕ. Çакна Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем çирĕплетеççĕ.

Мария Николаевнăн чунĕ илеме çывăх тенине тепĕр тĕслĕхпе те çирĕплетме пулать: вăл юрлама-ташлама питĕ ăста, купăс та калать. Çакă ăна ялти "Шăнкăрав" фольклор ушкăнне илсе çитернĕ. Унта юрлакансем анатрисен тумне хатĕрлес тенĕ, ку енĕпе вĕсене Мария Петьковăн пулăшăвĕ те кирлĕ пулнă. Вăл чылайăшне саппун, тутăр тĕрлесе панă.

Пурнăç ялан пĕр тикĕс шумасть. Петьковсен те йывăр самантсем пулнă. Чи хăрушши – хăв чун панă тĕпренчĕке çухатасси. Пăхса çитĕнтернĕ виçĕ ачинчен аслă ывăлĕ 29 çула çитсен сарăмсăр вилнĕ. Мĕнле чăтса ирттермелле çакна; Тепри хуйха пула алла черкке те тытнă пулĕччĕ. Мария Николаевна нихăçан тÿрленсе çитеймен сурана куççулĕ витĕр алла йĕппе çип тытса лăпланма тăрăшать.

– Йĕппе тирмессерен: "Сан ятупа, ывăлăм. Эсĕ яланах асăмра тетĕп", – каласа парать амăшĕ.

Петьковсем Асанкассине качча тухнă хĕрĕн Аленăн пилĕк ачипе киленĕç тупнă. Аслă мăнукĕ салтакран таврăннă ĕнтĕ. Виççĕ тата пиллĕкмĕш классенче вĕренекен хĕр пĕрчисем кукамăшĕн ал ĕç ăсталăхне "катса" илни туйăнать. Вĕсем ăна хăйсем ăсталанă теттесемпе, эрешлесе тĕрлесе çыхнă япаласемпе савăнтараççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика