Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Активлă канатпăр

30 декабря 2017 г.

Йĕлтр йĕрĕ çинче

Хĕллехи чи анлă сарăлнă спорт тĕсĕ - йĕлтĕрпе чупасси. Ăна нумайăшĕ кăмăл- лать. Юр нумаях мар пулсан та, çĕнĕ çулти пĕрремĕш кунсенчех йĕлтĕр йĕрĕ туса ярăнма май пуласса шанатпăр.

Юлташсемпе, ĕçтешсемпе е çемьепе пĕрле Шăмăршăри хыр вăрманĕн уçланкинче тата ипподромра йĕлтĕр йĕрĕ çине тухма пулать. Акă, Карапай Шăмăршăра йĕлтĕрпе каçхине те ярăнма пулать, мĕншĕн тесен ярăнмалли вырăна çутатса тăрĕç. Пирĕн районта шкулсем çывăхĕнче йĕркелекен йĕлтĕр йĕрĕсем те лайăх. Тепĕр тесен, хăй пурăнакан вырăнта кашниех йĕлтĕр йĕрĕ тума пултарать - кăмăл пултăр çеç. Йĕлтĕрпе ярăнни питĕ усăллине шута илсен, кăмăлĕ пулмалла.

Йĕлтĕрпе çывăхри вăрмана çитсе килни уйрăмах лайăх, унта халĕ кислород çуллахинчен 20 процента яхăн ытларах. Йĕлтĕрпе ярăннă чух алăсен, хырăм, çурăм, чĕре тата ытти органсен мышцисем ĕçлеççĕ. Алă-урана сулса ярăнни юн тымарĕсемшĕн усăллă, юн пусăмне йĕркелеме пулăшать. Йĕлтĕрпе ярăннă вăхăтра шалти хăш-пĕр орган сиенлĕ хутăшсенчен тасалать иккен. Специалистсем палăртнă тăрăх пĕр сехете яхăн йĕлтĕрпе васкамасăр ярăннă хыççăн юн пусăмĕ 25 мм таран чакать, çак кăтарту малаллахи пĕр-икĕ куна сыхланса юлать. Япăх çывăракансене те каçалапа йĕлтĕрпе ярăнса кĕме сĕнеççĕ. Хĕллехи 10-12 кунра йĕлтĕрпе ярăнса кăна сывлăха çирĕпрех, иммунитета вăйлăрах тума май пуррине калаççĕ.

Коньки çине тăрăр

Конькипе ярăнни - хĕллехи вăхăтри спортăн чи илемлĕ тĕсĕсенчен пĕри. Истори мате- риалĕсем тăрăх конькипе Раççейре пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнче ярăнма пуçлани паллă.

Хальхи вăхăтра конькипе ярăнмалли майсем унчченхинчен палăрмаллах нумай. Акă, пирĕн районта хĕллехи вăхăтра «Туслăх» ача-пăча спорт шкулĕ çумĕнчи пăр курупки ĕçлет. Çак спорт шкулĕн директорĕ С.Измуков пĕлтернĕ тăрăх, пăра паян тесен паян хатĕрлеме пултараççĕ, çанталăк ура хурать кăна. Анчах шанса тăратпăр, çĕнĕ çула кĕрсен çанталăк çирĕпрех пулĕ тесе.

Кунсăр пуçне Патирекре, Карапай Шăмăршăра, Чукалта, Васанта, Пашьелĕнче та хоккей курупкисем коньки çине тăракансене йышăнма пултараççĕ. Ачасем те, аслисем те вăхăта усăллă ирттерччĕр, телевизорпа компьютер умĕнче кăна ан ларччăр тесе пуçăннă çак ĕçе. Тен, тепĕр тесен, ăçтан пĕлĕн, Раççейри паллă Фетисовпа Харламов пек паллă хоккеистсем те тухĕç пирĕн районтан?.. Шанса тăратпăр.

Конькипе ярăннин те усси пысăк. Пĕр сехет конкипе ярăнни пĕр сехет çуран чупнă чухнехи пек калори пĕтерет, чĕркуççи суставĕсем çине вара йывăрлăх сахалрах лекет. Конькипе ярăнни ура, купарча тата пĕçĕ, çурăм, пилĕк тĕлĕнчи мышцăсене çирĕплетет. Конькипе час-часах ярăнни организмăн чăтăмлăхне ỹстерет, уçă сывлăшра çав вăхăтрах сывлăх та çирĕпленет. Врачсем стреса часах парăнакан çынсене уйрăмах конькипе ярăнма сĕнеççĕ. Ачасене вара конькипе ярăнни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать-мĕн.

Хĕлле бассейнра

Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсем вăрăма тăсăлаççĕ. Çавăнпах канăва темĕн тĕрлĕ те йĕркелеме май пур. Вăл шутра - шывра чăмпăлтатса та.

Пирĕн районта хĕллехи вăхăтра шывра ишме пĕртен-пĕр вырăн пур. Ку - «Туслăх» спорт шкулĕнчи чаплă бассейн. Кам кунта пулса курман - çитсе курăр! Мĕн тери ырлăх! Хăш-пĕр районта вара ку ырлăх та çук. Çавăнпа та пуррипе усă курмаллах.

Çыннăн организмĕн пысăк пайĕ шывран тăнине шута илсен, шыв çыншăн мĕн тери усăлли каламасăрах паллă. Пĕрремĕшĕнчен, шыв ỹте тасатса ăна лайăх сывлама май парать, микроэлементсемпе тивĕçтерет. Иккĕмĕшĕнчен, шывăн тăчăлăхĕ (плотность) сывлăшринчен чылай пысăк, çавăнпа та шывра тытăнса тăма организм вăй та, калори те ытларах тăкаклать. Ишекенсен сывлав тытăмĕ лайăхрах ĕçлет, çирĕпрех пулать. Шывра ишни чĕре тата юн тымарĕсем, организмри веществосен ылмашăвĕ, çурăм шăмми çине ырă витĕм кỹрет. Ишни çыннăн чылай мышцине ĕçлеттерет.

Наци паркне - шашлăка

Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ пирĕн Шăмăршă районĕ мăнаçлă вăрманпа пуян. «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче нумайăшĕ пулса та курнă пулĕ. Анчах...

Чылайăшĕ Баскак паççулкки çумĕнчи илемлĕ кану вырăнне çитсе курманах. Кану кунĕсенче сирĕн çак илемлĕ вырăна çитсе курма тăрăшмаллах. Кунта çемьепе активлă канма пур услови те пур. Шашлăк пĕçерсе çимелли кану çурчĕсем, катаччи ярăнмалли вырăнсем, йĕлтĕр йĕрĕ... Ачасене валли курса савăнмалли юмахри персонажсем. Каласа пĕтерме те çук! Хăвăр килсе хăвăр куçпа курăр! Çĕнĕ çула хавас кăмăлпа кĕтсе илĕр!

Н.ИЛЬИНА хатĕрленĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика