Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмана, сывлăха çирĕплетме!

27 декабря 2017 г.

Вăрмана, сывлăха çирĕплетме!

ÇĔНĔ çул уявĕ çывхарнăçемĕн çывхарсах пырать. Çакă Шăмăршă урамĕсенче кăна мар, ял тулашĕнче те сисĕнет. Иртнĕ шăматкун, сăмахран, Шăмăршăри хыр вăрманĕн уçланкине Хĕл Мучипе Юрпике килсе çитрĕç. Пуш алăпа мар, паллах. Хĕл Мучин хул пуççи урлă çакнă йывăр хутаççинче - спорт медалĕсем, Дипломсем, пылак кучченеç. Хĕллехи спорт сезонне уçнă ятпа йĕркеленĕ ăмăртура мала тухнă йĕлтĕрçĕсене хавхалантармашкăн ĕнтĕ.

Çĕнĕ спорт сезонĕ уçăлни çинчен пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков пĕлтерчĕ, Хĕл Мучи парнисене çĕнсе илме ăнăçу сунчĕ. Районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ И.Смирнова кану кунне вăрманта ирттерме май килнĕшĕн пурте кăмăллă пулни çинчен каларĕ, уçă сывлăшра ытларах пулма сĕнчĕ.

Тĕп судья В.Антонов ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ. Хĕрарăм-йĕлтĕрçĕсен 1 çаврăм – 2 километр та 350 метр чупмалла , арçынсен - 2 çаврăм. Хаваслă юрă-кĕвĕ çемĕпе ыткăнчĕç спортсменсем йĕлтĕр йĕрĕпе. Тĕрлĕ ỹсĕмрисем, тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансем. Вĕсене хавхалантаракансем, хăйсен ĕçтешĕсене финишра чăтăмсăррăн кĕтнĕ май, ташă-кĕвĕпе киленчĕç.

Акă хумхануллă самант – йĕлтĕрçĕсем пĕрин хыççăн тепри вирхĕнсе çитеççĕ. Чи малтан старта, паллах, çамрăксем вĕçлерĕç. Хĕрсем хушшинче чи хăвăрт йĕлтĕрçĕ - О. Мишурова (Анат Чаткас) пулчĕ. Ун хыççăн М.Мартыновапа (Анат Чаткас) И.Макеева (Чукал) чупса çитрĕç. Каччăсенчен чи пултарулли - В.Лаврентьев (Карапай Шăмăршă), призерсем: П.Храмов (Чукал), Д.Гадиев (Шăмăршă).

Хĕрарăмсем хушшинче те ăмăрту çивĕч иртрĕ. Çĕнтерỹçĕ ята Шăмăршăри С.Харитонова çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче: И.Васильева (Шăмăршă) тата А.Еремеева (Анат Чаткас). Арçынсем призлă вырăнсене çапла пайларĕç: В.Дмитриев (Шăмăршă райадминистраци) – пĕрремĕш, И. Насыбуллов (Анат Чаткас) – иккĕмĕш, виççĕмĕшсем иккĕн - Ю.Ермолаев (Карапай Шăмăршă) тата А.Михайлов (Шăмăршă).

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем команда пуçтарма пултарни – кăмăллă тивĕç. Хăйсем те йĕлтĕр çине тăрса ыттисене тĕслĕх кăтартакансене вара çакă тата ытларах чыс кỹрет. Кашни çулах Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Яковлев йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче çĕнтерỹçĕ пулса тăрать. Кăçал та çаплах пулчĕ. Çавăн пекех ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем хушшинчи тупă- шура Ю.Ильин (Васан) та парнене тивĕçрĕ.

Ял тăрăхĕсем хĕллехи ăмăртура çапла палăрчĕç: чи пултаруллисем – карапайшăмăршăсем. Иккĕмĕш вырăнта – шăмăршăсем, виççĕмĕшсем – Анат Чаткас хастарĕсем.

Уйрăммăн йĕлтĕр спорчĕн ветеранĕсене ырă сăмах калас килет. Чăннипех те мухтава тивĕçлĕ вĕсем: П.Ильдяков (Кивĕ Чукал) тата Н.Харлампьева (Шăмăршă). Вĕсем, 65 çулта пулсан та, пĕр ăмăртуран та юлмаççĕ, хăйсене спорт форминче тытса тăраççĕ.

- Çамрăксемпе пĕр тан 5 километра яхăн чупма çăмăлах мар пуль? - ыйтатăп Петр Федоровичран.

- Нимĕн чухлĕ те. Тата 2 çаврăм чупма та хатĕрччĕ! 1973 çулта, салтакран таврăнсан, районти йĕлтĕр ăмăртăвне хутшăнтăм. Унтанпа пĕр çул та сиктермен, чăтăмсăррăн юр ларасса кĕтетĕп, - çамрăкла çиçет унăн сăн-пичĕ. Н.Харлампьева та çамрăках мар ĕнтĕ – 4 ача, 5 мăнук унăн. «Ватăлма вăхăт çук, хĕл йĕлтĕр пе ярăнсах иртсе каять», - йăл кулать ĕç тата спорт ветеранĕ. Çакнашкал хастар йĕлтĕрçĕсемпе калаçнă хыççăн хавас кăмăл, уçă сывлăшри хускану чăннипех те сывлăхшăн сиплĕ пулнине куратăн. Эппин, вăрманти техĕмлĕ сывлăшпа сывлăха тĕреклетер! Пушă вăхăта усăллă ирттерер!

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика