Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршă паттăрĕ - Германире те паттăр

04 декабря 2014 г.

Шăмăршă паттăрĕ - Германире те паттăр

Ноябрĕн 20-24-мĕшĕсенче Германири Гамбург хулинче кире пуканĕ йăтса мала тухассишĕн Тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Раççей командин йышĕнче унта пирĕн ентеш, Тĕнче тата Раççей чемпионĕ Владимир Шуряков та ăмăртнă. Шăмăршă паттăрĕ спорт ветеранĕсем хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннă, чемпионăн Ылтăн медальне çĕнсе илнĕ. - Чемпионата Чăваш Енрен тăваттăн хутшăнтăмăр, - каласа парать Владимир. - Çамрăксем хушшинче Шупашкарти Александр Павлов - пĕрремĕш, ветерансем хушшинче Шупашкарти Юрий Карпов - иккĕмĕш, Улатăрти Валерий Притуренко - виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Гамбургри стадионра Раççей ялавĕ мăнаçлăн вĕлкĕшрĕ. Владимир Петрович чемпионата кайса килмешкĕн спонсор пулăшăвĕ панăшăн Раççей спорт мастерне, Анат Чаткасра çуралса ỹснĕ Олег Еремеева, çавăн пекех Олег Ефимова тата Валентин Мартыновские чĕререн тав тăвать. Çывăх вăхăтра Шăмăршă паттăрĕ Шупашкарта "Хыпар" хаçат парнисемшĕн иртекен ăмăртăва хутшăнĕ.

С.ИВАНОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика