Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех - пĕрремĕш!

29 октября 2014 г.

Ним тĕлĕнмелли те çук: кире пуканĕ йăтас тĕлĕшпе тĕнче чемпионĕ В.Шуряков тĕрлĕ шайри ăмăртусенчен çĕнтерỹсĕр таврăнни пĕрре те пулманччĕ-ха. Нумаях пулмасть ентешĕмĕр Тутарстанри Пăва хулине çитсе килнĕ. Ахальтен мар: унта çак хулари ветеринари техникумĕнчен вĕренсе тухнă Тутар Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕн И.Н.Никитин парнисемшĕн кире пуканĕ йăтакансен Пăва районĕн уçă чемпионачĕ пулса иртнĕ. Хамăрла каласан, пирĕн пăхаттир тутарсене те хыçа хăварнă _-73 килограма çитичченхи виçере 161 очко пухса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ноябрĕн 18-мĕшĕнче В.Шуряков Германие тухса кайма, унти Гамбург хулинчи кире пуканĕ йăтас енĕпе тĕнче чемпионатне хутшăнма хатĕрленет. Ватăлма пĕлмен, чунпа çамрăк ветерана унтан та çĕнтерỹпе - ылтăн медальпе таврăнасса шанатпăр.

В.АНТОНОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика