Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăнăçлăхпа туслăха Чăваш Ен те çирĕплетет

13 октября 2014 г.

Тăнăçлăхпа туслăха Чăваш Ен те çирĕплетет

"Спортри пĕрлĕхре - тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ" пленарлă лару Çĕнĕ Шупашкарти "Сокол" Пăр керменĕнче иртнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пынă. Виталий Леонтьевич ларăва уçнă май чи хаклă хăнасемпе паллаштарнă. Вĕсен ретĕнче - РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Аркадий Дворкович, Пĕрлешнĕ нацисен организацийĕн (ООН) Генеральнăй секретарĕн спорт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пулăшуçи Вильфред Лемке, студентсен Пĕтĕм тĕнчери Союзĕн президенчĕ Код Луи Гацен, "Спорт-Аккорд" пĕтĕм тĕнчери спорт организацийĕн президенчĕ Мариус Визер, РФ Патшалăх Думин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, Раççей Олимп комитечĕн президенчĕ Александр Жуков, Олимп вăййисен тата тĕнче чемпионĕсем - РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Раççей Геройĕ Александр Карелин, Олег Саитов, Александр Попов, Татьяна Казанкина, Александр Сальников, ытти çăлтăрсемпе тĕнчери тата çĕр-шыври спорт федерацийĕсен ертỹçисемпе паллă тренерсем. Форума хутшăнакансене Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламланă. - Пирĕн çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери спорта аталантарас тĕлĕшпе сулмаклă вырăн йышăнать. Спортри ăсталăха ỹстерессипе тата кашни регионтах физкультурăпа спортра массăлăха малалла аталантарассипе нумай курăмлă ĕçлетпĕр. Эпĕ шанатăп, хамăр çĕнсе илнĕ позицие тата çỹллĕрех шая çĕклĕпĕр, - терĕ Владимир Владимирович. Аркадий Дворкович вице-премьер "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума хутшăнакансене пурне те РФ Правительстви ячĕпе Шупашкарта çĕршыври физкультурниксемпе атлетсен çулталăкри чи пысăк пухăвĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламланă. - Юлашки çулсенче Раççей чăннипех те тĕнчере спорт çĕр-шывĕ пулса тăчĕ. Пирĕн шĕкĕр хуласенче кашни уйăхра тенĕ пекех спортăн тĕрлĕ енĕпе тĕнче тата Европа чемпионачĕ ирттереççĕ. Нумаях пулмасть кăна Челябинскра - дзюдо, Хусанта вара илемлĕ гимнастика енĕпе тĕнче чемпионачĕсем вĕçленчĕç. Асрах-ха пĕлтĕр Хусанта иртнĕ студентсен Пĕтĕм тĕнчери XXVI Универсиади. Ăна нумайăшĕ нимĕн ỹстермесĕр çуллахи Олимп вăййисемпе танлаштарчĕ. Спорта эпир политикăпа çыхăнтарасшăн мар. Вăл çынсен пурнăçне лайăхлатма, çĕр-шыв экономикине тĕреклетме пулăшнипе пĕрлех халăхсен туслăхĕпе тĕнчери тăнăçлăха çирĕп-летес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ, - тенĕ Аркадий Владимирович. Ларура çавăн пекех Мариус Визерпа Вильфред Лемке, "Спорт пуриншĕн те" Пĕтĕм тĕнчери Ассоциаци Президенчĕ Хо Чонг, пĕтĕм тĕнчери шахмат федерацийĕн (ФИДЕ) президенчĕ Кирсан Илюмжинов, Раççей Олимп комитечĕн ертỹçи Александр Жуков, Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ, спорт министрĕсем Дмитрий Ливановпа Виталий Мутко сăмах каланă.

П.СИДОРОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика