Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Епле илемлĕ эсĕ, спорт!

13 августа 2014 г.

Епле илемлĕ эсĕ, спорт!

"ФИЗКУЛЬТУРĂПА спорт кашни çын пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕрентỹпе воспитани тытăмĕн пĕр пайĕ пулса тăраççĕ. Физкультурăпа туслашнă май сывлăх, кăмăл, тỹсĕмлĕх, хамăр вăя шанасси çирĕпленеççĕ". (Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Физкультурник кунĕ ячĕпе саламланинчен) Каçхине ăшă çумăр чăшăл-чăшăл çуса иртрĕ те, шăмат кунхи ир чăн-чăн çуллахи пек илемлĕ те хĕвеллĕ килчĕ. Шăмăршăри "Туслăх" спорт комплексĕн анлă картишĕнче ир-ирех чи малтанхи "хăнасем" - улттăри-çиччĕри ачасем хĕвĕшме пуçларĕç. Кунта вĕсем валли вăй-хала аталантарма пурте пур: сиксе вылямалли батут та, таканкки те, турник те, чупмалли çул та, футбол уйĕ те... Акă Шăмăршă шкулĕн кĕçĕн класĕсенче вĕренекенсен "Сокол" футболкоманди тренировка пуçларĕ те. И.Саландаев журналист çак маттур ачасене фотоаппаратпа ỹкерсе илчĕ. Чун-чĕрене çĕклесе спорт маршĕ янăрать. Район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ Вячеслав Антонов мегофонпа физзарядкăна йыхравларĕ. Вун-вун çын - ватти те, вĕтти те - илемлĕ кĕвĕ çеммипе килĕшỹллĕн физзарядка туса сывлăха тĕреклетрĕ. Уява пуçлама та вăхăт çитрĕ. Район администрацийĕн пайĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе учрежденисен, шкулсен командисем линейкăна йĕркеленсе тăчĕç. Пурĕ 300 çын ытла пуçтарăннă Физкультурник кунне палăртма. Уяв ячĕпе чун-чĕререн саламланă май, район пуçлăхĕ Менир Хамдеев пурне те çирĕп сывлăх, телей, хăйсен вăйне шанма, çĕнтерỹ патне ăнтăлма тата спортра çĕнĕ çитĕнỹсем сунчĕ. Менир Хасянзянович спорта чунтан юратакан çынна, районăн хисеплĕ гражданинне, Тĕнче, Европа, Раççей тата республика чемпионне Владимир Шурякова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Спорт тусĕсене çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн ертỹçи Владимир Петьков, район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Наталья Игнатьева ăшшăн саламларĕç, спорта аталантарассишĕн уйрăмах тăрăшакан хастар çынсене Хисеп грамотипе наградăлани çинчен пĕлтерчĕç. Чи маттурисем "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç. Уяв программи анлă та нумай енлĕ пулчĕ: командăсем çăмăл атлетика эстафетинче, 60 метра чупса, армспортра, вĕрен туртса, шашка тата шахмат хăми çинче, пляж волейболĕн тата футбол вăййисенче ăмăртрĕç. Мала тухнисене, паллах, Грамотăсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Анчах та чи хаклă парне вăл Грамота та, пылак торт та мар - сывлăх! Сывлăх хуçи те - хамăрах, вăй-хала спортра туптакансене, тăрăшса ĕçлеме те, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма та вăхăт тупакансене - чыс та хисеп! Командăсен ăмăртăвне пĕтĕмлетсе хак панă хыççăн Шăмăршă вăтам шкулĕн команди - пĕрремĕш, "Туслăх" спорт комплексĕн команди - иккĕмĕш, полици уйрăмĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăнни палăрчĕ. Ял тăрăхĕсен хушшинче Шăмăршă, Карапай Шăмăршă тата Васан ял тăрăхĕсем малти виçĕ вырăна пайларĕç.

И.АНАТКАС.

Сăн ỹкерчĕкĕсем Т.ТИМОФЕЕВАПА И.САЛАНДАЕВĂН.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика