Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех - ылтăн медаль

26 мая 2014 г.

 Майăн 12-15-мĕшĕсенче Санкт-Петербург хулинче кире пуканĕ йăтассипе ветерансен Европа чемпионачĕ иртнĕ, унта пирĕн çĕр-шыври паллă спортсменсемпе пĕрле Шотланди, США, Ирланди, Норвеги, Хорвати, Франци, Финлянди, Казахстан, Латви, Украина, Кăркăсстан, Беларуç çĕр-шывĕсен паттăрĕсем те хутшăннă. Çак чемпионатра Чăваш Ен тата Раççей чысне хỹтĕленĕ пирĕн районти Тĕнче, Европа тата Раççей чемпионĕ, Раççей спорт мастерĕ В.Шуряковпа Улатăрти спорт мастерĕ В. Притуренко пысăк çитĕнỹ тунă, çивĕч кĕрешỹре иккĕшĕ те ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. В.Шуряков хăйне Европа чемпионатне кайса килме спонсор пулăшăвĕ панăшăн Шăмăршăри "Кудесник" магазин директорне В.Любимова, полици уйрăмĕн пуçлăхне С.Агеева тата пĕтĕм коллектива, Раççей спорт мастерне О.Еремеева (Анат Чаткас), строительство организацийĕн ертỹçине Н.Быкова (Шăмăршă) чĕререн тав тăвать. В. Шуряков çывăх кунсенче Германире иртекен ăмăртăва кайма хатĕрленет.

В.АНТОНОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика