Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи вăйлисем çĕнтерчĕç

19 мая 2014 г.

Çак кунсенче ачасемпе çамрăксен "Туслăх" спорт шкулĕнче саккăрмĕш класра вĕренекенсем хушшинче спортăн нумай енĕпе кĕрешессипе "Президент ăмăртăвĕсен" районти тапхăрĕ иртрĕ. Вĕренекенсем 60 тата 1000 метра чупса, вырăнтан сиксе, хĕр ачасем отжимани туса, арçын ачасем туртăнса ăмăртрĕç. 60 метра чупса хĕр ачасем хушшинче Аня Ельцова пĕрремĕш, Анастасия Брусова иккĕмĕш, Люция Ахметова виççĕмĕш, арçын ачасем хушшинче Илья Хлюкин пĕрремĕш, Артем Борзов иккĕмĕш, Радик Хафизов виççĕмĕш, 1000 метра чупса хĕр ачасем хушшинче Вера Удина пĕрремĕш, Анна Измайлова иккĕмĕш, Динара Шафигуллина виççĕмĕш, арçын ачасем хушшинче Артем Борзов пĕрремĕш, Александр Лукьянов иккĕмĕш, Илья Хлюкин виççĕмĕш, вăрăмĕшне сикессипе хĕр ачасем хушшинче Эндже Емдиханова пĕрремĕш, Люция Ахметова иккĕмĕш, Вера Удина виççĕмĕш, арçын ачасем хушшинче Артем Борзов пĕрремĕш, Руслан Кудряшов иккĕмĕш,Иван Максимов виççĕмĕш, отжиманипе хĕр ачасем хушшинче Дарья Макарова пĕрремĕш, Вера Удина иккĕмĕш, Эмма Зиновьева виççĕмĕш, туртăнассипе арçын ачасем хушшинче Марсель Абульханов пĕрремĕш, Артем Денисов иккĕмĕш, Петр Еремеев виççĕмĕш, хутăш эстафетăра Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ пĕрремĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕн иккĕмĕш команди иккĕмĕш, Палтиел вăтам шкулĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Пĕтĕмĕшле зачетра вара çаксем палăрчĕç: пĕрремĕш вырăнта - Шăмăршă вăтам шкулĕн иккĕмĕш команди (физрукĕ С.А.Хафизов), иккĕмĕш вырăнта - Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн команди (И.П.Сабаев), виççĕмĕш вырăнта - Палтиел вăтам шкулĕн команди (С.Л.Сорокина).

М.ЯКОВЛЕВ, "Туслăх" ДЮСШ тренерĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика