Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйăсем илĕртеççĕ

19 мая 2014 г.

Çак кунсенче ачасемпе çамрăксен "Туслăх" спорт шкулĕнче Пĕтĕм Раççейри "Президентăн спорт вăййисем" ăмăртăвăн муниципалитетри ăмăртăвĕ иртрĕ. Çак вăйăсен тĕп тĕллевĕ - çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăласси тата патриот воспитанийĕ парасси. Вăйăсем тăватă тапхăрпа - шкул, муниципалитет(район), республика тата Пĕтĕм Раççейри (финал) тапхăрĕпе иртеççĕ. Район тапхăрĕнчи команда-шкул йышĕнче - 12 участник (6 хĕр ачапа 6 арçын ача, 2001-2002 çулта çуралнисем) тата тренер. Шăмăршă районĕн муниципалитет тапхăрĕн финалĕнче тăватă команда - Шăмăршă, Пуянкасси, Пăчăрлă Пашьел, Карапай Шăмăршă шкулĕсем ăмăртрĕç. Баскетбол вăййинче арçын ачасем хушшинче Шăмăршă вăтам шкулĕн 1-мĕш команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта - Карапай Шăмăршăпа Пăчăрлă Пашьел шкулĕсем. Хĕр ачасем хушшинче Шăмăршă вăтам шкулĕн иккĕмĕш команди - пĕрремĕш, Пуянкасси шкулĕн команди - иккĕмĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Шывра ишессипе арçын ачасем хушшинче Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди мала тухрĕ. Карапай Шăмăршăри вăтам шкулпа Шăмăршă вăтам шкулĕн иккĕмĕш команди - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта. Хĕр ачасем хушшинче Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди çĕнтерчĕ. Ытти икĕ вырăна çак шкулăн виççĕмĕш тата иккĕмĕш командисем пайларĕç. Эстафетăра Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди мала тухрĕ. Карапай Шăмăршăпа Пуянкасси шкулĕсен командисем _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта. Пĕтĕмĕшле зачетра Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди - пĕрремĕш, çак шкулăн иккĕмĕш команди - иккĕмĕш, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Ăмăртура чи лайăх кăтартусем тунă çамрăк спортсменсем район чысне республикăра хỹтĕлĕç.

С.ГАЛКИН, "Туслăх" ДЮСШ директорĕ.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика