Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи вăйлисем палăрчĕç

18 апреля 2014 г.

Кĕçнерни кун "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕн органĕсемпе вырăнти хăйтытăмлăхра ĕçлекенсен XIII Спартакиадин зонăри ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Шăмăршă, Елчĕк, Канаш тата Комсомольски район администрацийĕсен командисем хутшăнчĕç. Ăмăртăва саламлă сăмахпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков уçрĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ. Сĕтел çинчи теннис вăййисенче Канаш районĕн команди - пĕрремĕш, комсомольскисем - иккĕмĕш, шăмăршăсем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Шашкăлла выляса комсомольскисем çĕнтерчĕç. Шăмăршă районĕн команди - иккĕмĕш, канашсем - виççĕмĕш вырăнта. Шахмат вăййинче вара малти виçĕ вырăна Шăмăршă, Елчĕк тата Канаш районĕсен командисем пайларĕç. Картишĕнчи баскетбол вăййи те питĕ интереслĕ иртрĕ. Кунта Комсомольски районĕн команди - пĕрремĕш, Шăмăршă команди - иккĕмĕш, Канаш команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Мала тухнă командăсем Спартакиадăн Шупашкарта иртекен финалти вăййисене хутшăнаççĕ.

С.ГАЛКИН, "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика