Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воин-афганецсене асăнса

24 февраля 2014 г.

Иртнĕ шăмат кун, Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалласа, Карапай Шăмăршăра хоккеистсен турнирĕ пулчĕ. Унта виçĕ команда вăй виçрĕ.

Çакна палăртмалла: ку ял тăрăхĕнчен Афганистанри вăрçа 17 воин-интернационалист хутшăннă. Вĕсем пурте Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçланă.

Турнир пуçланас умĕн Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи пайĕн начальникĕ Павел Васюков майор турнира пухăннисемпе афганецсене çĕр-шыври çак паллă пулăм ячĕпе пурне те ăшшăн саламларĕç, чăваш каччисем, афган вăрçинче палăрнă воин-интернационалистсем çинчен каласа пачĕç. Унтан Павел Васюков пирĕн çарсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медалĕсемпе чысларĕ. Ку хисепе пирĕн районтан Сергей Хафизовпа Çĕнĕ Тăрăнти Игорь Макаров тивĕçрĕç. Юбилей медалĕпе ытти афганецсене пурне те çитес вăхăтрах чысласси çинчен пĕлтерчĕ.

Афганецсемпе пухăннисене çавăн пекех районти воин-афганецсен совечĕн председателĕпе çумĕ – Сергей Хафизовпа Геннадий Ельцов ăшшăн саламларĕç, ăмăртусем пуçланиччен Афганистанра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса пĕр минут шăппăн тăма ыйтрĕç.

Ун хыççăн «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн ертÿçи Петр Фомин сăмах илчĕ. Вăл та воин-интернационалистсене паянхи паллă кун ячĕпе саламласа Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн- чи 6 афганеца «Единая Россия» партийĕн районти уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысларĕ. Сăмах май каласан, районти «Единая Россия» партийĕн членĕсем хушшинче Афганистанри çапăçусене хутшăннă 20 яхăн ветеран-афганец. Вĕсем пурте мирлĕ ĕçре хастарлăх кăтартаççĕ, çамрăксене патриотизм майлă воспитани парас ĕçе активлă хутшăнаççĕ.

Раççей тата Чăваш Республикин Гимнĕсем янăранă хыççăн хоккей вăййисем пуçланчĕç. Пăр çинчи çивĕч финалти кĕрешĕве Шăмăршăри афганецсен командипе Шăмăршăри çамрăк хоккеистсем тухрĕç. Афганецсен командин капитанĕ, районти афганецсен совечĕн председателĕ Сергей Хафизов хăй икĕ шайба çапса кĕртме пултарчĕ пулин те, çамрăк хоккеистсем çаврăнăçулăрах та вăр-вартарах пулчĕç. Виççĕмĕш вырăна Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн хоккеисчĕсем тухрĕç.

Çĕнтерÿçĕ командăсем «Единая Россия» парти Дипломĕсемпе парнисене тата Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕн Грамотисене тивĕçрĕç.

П.ФОМИН.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика