Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисенчен те вăйлисем

24 февраля 2014 г.

Спорт – сывлăх çăл куçĕ тетпĕр. Çавăнпах ĕнтĕ районта тĕрлĕ ăмăртусем тăтăш иртеççĕ. Иртнĕ вырсарни кун, акă Анат Чаткасра ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем вăй виçрĕç, çак ялтах çуралса ÿснĕ, нумай çул шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ спорт ветеранĕн О.Еремеевăн парнисемшĕн тупăшрĕç.

54 спортсмен кавир çине тухнă хальхинче. Кĕрешÿçĕсем Шупашкартан, Патăрьелпе Елчĕк районĕсенчен, Чĕмпĕр облаçĕнчи Аслă Нагаткинăран, Тутарстанри Çĕпрел районĕн-чен килсе çитнĕ. Хамăр районта та вăй виçес текенсем сахал-и?

Турнирта паллă спортсменсем те йышлă пулчĕç: тĕнче класлă спорт мастерĕ О.Захаров (Мускав), Раççей спорт мастерĕ А.Семенов (Шупашкар). Ăмăртусен тĕп судьи шăпах А.Семенов пулчĕ.

Хаклă хăнасен йышĕнче – Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ В.Семенов. Вăл, районта спорт юхăмне аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн, район администрацийĕн пуçлăхне В.Фадеева федерацин Хисеп грамотипе наградăларĕ.

Çивĕч кĕрешÿре кил хуçисем – чаткассем те палăрчĕç. Тĕрлĕ виçери категорисенче В.Нянин, Д.Нянин, А.Хрисанов, П.Еремеев пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç, хаклă парнесене тивĕçрĕç.

Л.ПЕТРОВА, Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика