Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорта халалланă пурнăç

26 декабря 2013 г.

Спорта халалланă пурнăç

Паллах, пурнăçа ача-пăча спорчĕпе çыхăнтарнă çынсем хăйсем те пĕчĕкренех спортпа туслă пурăннă. Патирек хĕрачи Софья Севрюгина (хĕр чухнехи хушамачĕ) та ялти 8 çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ чухнех çăмăл атлетикăна кăмăлланă. Вăл 60 тата 100 метрлă дистанцисене чупассипе, алă вăйĕпе çĕкленессипе шкулта вĕренекенсем хушшинче темиçе хутчен те район чемпионĕ тата республика призерĕ пулнă.

Спорта юратакан хĕршĕн 8 класс пĕтерсен ăçта вĕренме каясси пирки ыйту тухса тăман. 1974 çулта Софья Канашри педагогика училищин физкультура уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Унта вĕреннĕ çулсенче Патирек хĕрĕ ăмăртусене тăтăшах хутшăннă. 100 метра чупассипе вăл республика чемпионĕ пулса тăнă, Раççейри ăмăртусенче иккĕмĕш вырăна тухнă.

3 çултан, алла физкультура учителĕн дипломне илсен, С.Севрюгинана Васанти вăтам шкула ĕçлеме янă. Ку шкулта Г.Ларшников учительпе пĕрле, уроксем ирттернисĕр пуçне, çăмăл атлетикăна тата йĕлтĕр спортне пысăк тимлĕх уйăрнă. Васан шкулĕнче вĕренекенсем спортăн çак тĕсĕсенче лайăх результатсем кăтартнă.

Пĕр çулталăкран тăван ялта – Патирекри 8 çул вĕренмелли шкулта ĕç вырăнĕ пулнă май, Софья Петровна унта ĕçлеме куçнă. Çамрăк учительница вĕренекенсем тата ял çамрăкĕсем хушшинче спорт пурнăçне интереслĕрех тăвас тесе нумай тăрăшнă. Вĕсем валли тĕрлĕ спорт секцийĕсем йĕркеленĕ. Патирек ачисемпе çамрăкĕсем районти ăмăртусене те хастар хутшăннă, призлă вырăнсем çĕнсе илнĕ. 1980 çулта Василий Максимов йĕркеленĕ районти Олимп вăййинче «Ленинская искра» колхозри çамрăксен команди тĕрлĕ енлĕ ăмăртса лайăх кăтартусемпе палăрнă. Команда тренерĕ С.Севрюгина хĕрсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă.

1980 çулта, Геннадий Моисеев водительпе пĕр çемьене пĕрлешсен, Софья Петровна Шăмăршăри ял хуçалăх техникине юсакан предприятин ача сачĕнче воспитательте ĕçлеме пуçланă. 8 çултан каллех спорт пурнăçĕн юхăмне кĕнĕ – Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче завучра тата тренерта вăй хунă. Çак учрежденире пĕр улшăнми 23 çул тăрăшнă С.Моисеева. Вăл спорт шкулĕнчи ытти тренерсемпе пĕрле ача-пăча спортне малалла аталантарас, районта тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелес тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Пĕрлех тĕрлĕ çулсенче çăмăл атлетика тата сĕтел çинчи теннис секцийĕсене те ертсе пынă. Районти педагогсем хушшинче тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелес ĕçе те хастар хутшăннă.

Яланах тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Софья Петровнăна Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствин, район администрацийĕн тата вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Мăшăрĕпе, Геннадий Николаевичпа, 2 ывăл ÿстерсе çитĕнтерсе, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Дмитрийпе Константин – çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Аслă пĕлÿ илнĕскерсем, вĕсем Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Моисеевсен пурнăçне 4 мăнук илем кÿрсе тăрать.

Декабрĕн 20-мĕшĕнче Софья Петровна хăйĕн 55 çулхи юбилейне палăртрĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ çав кун хăйĕн çемйинчен, тăванĕсенчен, пĕрле ĕçленĕ тантăшĕсенчен ăшă саламсем нумай йышăнчĕ. Пушă вăхăтра чечексем ÿстерме, ал ĕçĕсем тума, сăвăсем çырма (вĕсем «Шăмăршă хыпарĕнче» те пичетленеççĕ) кăмăллакан ырă чун-чĕреллĕ хĕрарăма ăшă сăмахсем питĕ савăнтарчĕç, малалла та пурнăç илемне туйса пурăнма çĕнĕ вăй-хăват пачĕç.

И.МЕДВЕДЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика