Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гиннесс кĕнекине кĕме тивĕçнĕ

14 ноября 2013 г.

Архангельскра кире пукан йăтакансен Пĕтĕм тĕнчери конференцине йĕркеленĕренпе 20 çул çитрĕ. Çирĕме яхăн çĕр-шыври тимĕр вăййине юратакансене пĕрлештерсе тăракан конференци çуллен фестиваль-турнир ирттерет.

Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Архангельскра кире пуканĕ йăтакансен Пĕтĕм тĕнчери уявĕ иртнĕ. Унта 300 ытла спортсмен вăй виçнĕ. Пирĕн республикăран хальхинче фестивале 6 ветеран хутшăннă: Улатăрти СССР спорт мастерĕ Валерий Притуленко, Канашри «Локомотив» физкультурăпа сывлăх комплексĕн тренер-преподавателĕ, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Владимир Понихидкин, Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Шуряков тата унăн вĕренекенĕ Константин Кусаинов, Шупашкарти «ЖБК-9» заводăн цех пуçлăхĕ Станислав Белков тата кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн ертÿçи, вăлах команда капитанĕ Юрий Карпов.

Çĕр-шывăн çурçĕр пайĕнче вырнаçнă чи пысăк хулари спорт керменĕнче уçăлнă чаплă уявра чи малтан зала пăхаттирсем тухнă. Вĕсем пурте çур сехетре хăйсем миçе çултине кура тĕрлĕ виçеллĕ снарядсем çĕкленĕ. Унччен фестивальсенче помост çинче 247 спортсмен тупăшнă. Хальхинче – 300 атлет! Çакăн пекки тĕнчери спорт историйĕ-нче нихăçан та пулман. Çавна май Аслă Британин тĕп хулинчен ятарласа килнĕ вăййине юратакансен ăмăртăвне рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕртме йышăннă. Унта хутшăннă Чăваш Енри ултă атлет та вун ултă çĕр-шыври спортсменсемпе пĕрле ятарлă сертификата тивĕçнĕ.

Спорт уявĕн иккĕмĕшпе виççĕмĕш ку- нĕсенче уйрăм пăхаттирсем хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ виçеллĕ снарядсем йăтса кăтартнă.

Шăмăршăри К.Кусаинов 24 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 51 хутчен тĕртнĕ. В.Шуряков 16 килограмлă кире пуканне çур сехет хушшинче 650 хут йăтма пултарнă. Улатăрти 62 çулхи В.Притуленко снаряда пĕр алăпа 98 хут сулласа çĕкленĕ. Хăйĕн улăпла вăйĕпе 58 çулхи Ю.Карпов та тĕлĕнтернĕ. Вăл çур сехетре 18 килограмлă пĕр пукана малтан сулахай, унтан сылтăм алăпа 796 хут кăкăр çинчен тĕртнĕ. Асăннă кăтартусем – тĕнчен çĕнĕ рекорчĕсем.

Шăмăршă районĕнчи хисеплĕ гражданинсем çинче ытларах чарăнса тăрас пулсан, В.Шуряков нумай хут Тĕнче, Европа тата Раççей чемпионĕ ята илме тивĕçнĕ. Вăл Республикăра тĕл перессипе (2008, 2009, 2010, 2011 çулсенче) иртнĕ ветерансем хушшинче те чемпион пулса тăнă. 1989-1994 çулсенче «Пушар машинин лайăх водителĕ» дипломпа чысланă. 2009 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвĕпе наградăланă.

К.Кусаинов та хăйĕн вĕрентекенĕ пекех ылтăн медаль хуçи пулса тăнă. Çĕнтерÿçĕ – кандидат спорт мастерĕ ятне илнĕ. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта физкультура учителĕ тата «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче ишессипе тата триатлон ăмăртăвĕсен тренер-инструкторĕ. Пĕрре мар республикăри тата тĕнчери кире пуканне çĕклес турнирĕ-нче çĕнтерÿçĕ тата призлă вырăнсене йышăннă. Тĕнче, Европа, Раççей тата Беларуççи чемпионĕ те. Çĕнтерÿçĕсене малашнехи ăмăртусенче те Гиннесс кĕнекине кĕме тивĕçлĕ пуласса шанатпăр.

П.СИДОРОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика