Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта кĕрхи кросс иртрĕ

22 октября 2013 г.

Октябрĕн 12-мĕшĕнче районта, командăсем хушшинче черетлĕ çăмăл атлетика кросĕ иртрĕ. «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» ятпа йĕркеленĕ ăмăртусем ăнăçлă иртнĕ тесе çирĕплетсех калама пулать.

Районти предприятисен, учрежденисен, организацисен, ял тăрăхĕсен, шкулсен командисем çулленех çăмăл атлетика кросĕнче ăмăртаççĕ. Кăçалхи кĕрхи кросс та хăйĕн хастар çĕнтерÿçисене палăртрĕ.

рт тата культура мероприятийĕсене ирттерекен илемлĕ хыр вăрманĕнчех вăй виçрĕç. Кăçалхи çул та спортпа туслă пурăнакансем тата сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакансем хăйсен командисене тăратрĕç. Старт йĕрĕ çине пурĕ 630 çăмăл атлет тăчĕ.

Салам сăмахĕ каласа спорт уявне район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ В.Петьков уçрĕ, ăмăртусенче ăнăçу сунчĕ.

Кунта пурĕ 21 команда хутшăнчĕ. Шкулта вĕренекенсем вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче пыракан 26-мĕш Спартакиада шучĕпе вăй виçрĕç.

Командăсем хушшинче мала тухассишĕн пынă ăмăртусенче ачасемпе çамрăксен «Туслăх» спорт шкулĕн команди – пĕрремĕш, Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕн команди – иккĕмĕш, район администрацийĕн команди виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Кросра арçынсем хушшинче А.Петров (психоневрологи интерначĕн ĕçченĕ) – пĕрремĕш, Л.Абейдуллов (полицин районти уйрăмĕн сотрудникĕ) – иккĕмĕш, В.Дмитриев (район администрацийĕ) виççĕмĕш вырăнсене, хĕрарăмсем хушшинче Э.Концова (ачасемпе çамрăксен «Туслăх» спорт шкулĕ) – пĕрремĕш, Т.Чанга (районти тĕп больница) – иккĕмĕш, Н.Ларионова (психоневрологи интеранчĕн ĕçченĕ) виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Шкул командисем хушшинче те ăмăртусем хĕрÿ иртрĕç. 2001 çулта çуралнисем тата кĕçĕнрех ÿсĕмри ачасем хушшинче малтанхи виçĕ вырăна Д.Павлов (Шăмăршă вăтам шкулĕ), С.Семенов (Шăмăршă вăтам шкулĕ), Н.Никифоров (Пуянкасси тĕп шкулĕ) йышăнчĕç. Хĕр ачасенчен вара чи вăйлисем Т.Ухтиярова (Анат Чаткас тĕп шкулĕ), А.Лукьянова (Анат Чаткас тĕп шкулĕ), Т.Емдиханова (Палтиел вăтам шкулĕ) пулчĕç.

1999-2000 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен финиша чи малтан И.Хлюкин (Шăмăршă шкулĕ) çитрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Лукьяновпа (Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ) А.Борзов (Пăчăрлă Пашьел шкулĕ) пайларĕç. Хĕр ачасен ушкăнĕнчи малтанхи виçĕ вырăна Д.Шафигуллова (Палтиел вăтам шкулĕ), Р.Кузьмина (Шăмăршă вăтам шкулĕ), Л.Ухтиярова (Анат Чаткас тĕп шкулĕ) тивĕçлĕ пулчĕç.

1998 çулта çуралнисенчен пуçласа аслăрахиссен тупăшăвĕ те кăсăклă иртрĕ темелле. Вĕсемшĕн палăртнă дистанцие чупса тухасси вăйă пек кăна пулчĕ. Ку ушкăнра В.Макаров (Шăмăршă вăтам шкулĕ) – пĕрремĕш, Н.Яковлев (Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ) – иккĕмĕщ, Е.Симуков (Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ) – виççĕмĕш пулчĕç.

Хĕр ачасене илес пулсан, кăçал чи вăйлисем Д.Семенова (Шăмăршă вăтам шкулĕ), Д.Ермолаева (Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ), О. Макарова (Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ) пулчĕç.

26-мĕш Спартакиадăна хутшăнакан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул командисем хушшинче Шăмăршă вăтам шкулĕн 1-мĕш команди пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ – иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ, Палтиелĕнчи вăтам шкул команди виççĕмĕш пулчĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командисем те хăйсен хушшинче тăрăшсах ăмăртрĕç. Анат Чаткасри шкул команди – пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ, Пуянкасси шкулĕпе Васан шкулĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Çĕнтерÿçĕсене тăвăллăн алă çупса медальсемпе грамотăсем парса чысларĕç. Районти спорт уявĕ мухтава тивĕçлĕ пулчĕ-пулчех!

В.АНТОНОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика