17 сентября 2013 г.
Сочире хĕллехи Олимп вăййисем пуçланиччен темиçе уйăх кăна юлчĕ. Çавна май Раççейре «Сочие çитме 2014 утăм» проект старт илчĕ.
Унта пирĕн çĕр-шывра пурăнакан кашни çын хутшăнма пултарать: пултарулăх коллективĕсем, ĕçлекенсем, спорт клубĕсем, ашшĕ-амăшĕпе ачисем, волонтерсем, спорт командисем, вĕренекенсемпе студентсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем, общество организацийĕсем тата ыттисем. Тĕп услови – спортпа тата физкультурăпа туслă пулни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни. Спортри çитĕнĕвĕрсемпе тата ĕçĕ-хĕлĕрпе www.RussiaSport.ru сайтра паллаштармалла. Сайта вырнаçтарнă кашни материалшăн пĕрер «утăм» (балл) çирĕплетĕç. 2014 «утăм» пухакан пысăк парнене – Сочие кайма путевка – тивĕ
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"