Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шахматист

23 августа 2013 г.

Шахматист

 

ШАХМАТ фигурисем хушшинче çакнашкалли çук та, ман ăна пĕрех арăслан тесех калас килет. Ячĕ те чăна килет – Лев. Вăтăр çул ытла, вăл Пуянкассинчи ун чухнехи сакăр çул вĕренмелли шкулта ĕçленĕ чухнех лайăх пĕлетĕп Виçпÿрт Шăмăршă чăвашне Л.Падиарова: сăпайлă, ырă çын.

 

Лев Николаевич маншăн педагог пулнипе çеç мар, ăста шахматист пулнипе те паллă. Хам çак вăййа чухласах каймастăп та, районта шахматла выляса мала тухассишĕн иртнĕ турнирсене пĕрре кăна мар çутатма тивнĕрен, яланах уншăн «чирленĕ». Нихăçан та йăнăшман: ăс-тăн вăййинче вăл яланах призерсен шутĕнче.

 

– Шахматла выляма ачаллах вĕреннĕ, – тет Л.Падиаров. – Кампа та пулин хăма умне ларсан, яланах çĕнтерес килетчĕ. Выляса ярсан мĕн чухлĕ хуйхăрман-ши; Вара, ăсталăх ÿстĕр тесе, хампа хам выляни те пулнă.

 

Çитĕннĕ май, ăсталăх та ÿссех пынă, Лев тĕрлĕ ăмăртусемпе турнирсене хутшăнма тытăннă. Ăнăçу тени, паллах, тÿрех пулман – анчах кашнинчех çĕнтерÿшĕн ăнтăлнă.

 

Эпĕ ас тăвасса шкулсенче шахмат кружокĕсем çукчĕ. Ăна чи малтан Пуянкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта шăпах Л.Падиаров йĕркелесе ячĕ, вуншар та вуншар ачана ăсталăха аталантарма пулăшрĕ. Вĕсен хушшинче халĕ разрядниксем те пур. Хăйсен тренерне, сăмахран, И.Андронов, А.Тимофеев, С.Тимофеев халĕ те ырăпа çеç аса илеççĕ.

 

Виçпÿрт Шăмăршăри сакăр çул вĕренмелли шкул директорĕ пулнă чух та шахматран уйрăлман Лев Николаевич, кружок йĕркелесе ертсе пынă. Ăна уйрăмах О.Абрамов, Н.Юманова, Е.Бараева, А.Абрамов, М.Падиарова çитĕнĕвĕсем савăнтарнă.

 

Л.Падиаров пĕр шахмат турнирне те хутшăнмасăр юлман темелле. Район чемпионĕн ятне кăна вăл тĕрлĕ çулсенче çичĕ хут çĕнсе илнĕ, республика шайĕнчи ăмăртусене те пĕрре кăна мар хутшăннă, начар мар результатсем кăтартнă. Мĕн чухлĕ Диплом-Грамота, кубок-ши унăн; Пĕрех вĕсемпе мухтанас йăли çук шахматистăн.

 

– Манăн кумир – тĕнчипе паллă шахматист Анатолий Карпов. Вăл вылянă партисене сахал мар шĕкĕлченĕ эпĕ, – тет паян педагогика ĕçĕн ветеранĕ. – Çĕннине, усăллине нумай тупнă. Чылай çĕнтерÿсем çакăнпа та çыхăннă.

 

Хăйĕн юратнă вăййинчен уйрăлма шутламасть-ха Лев Николаевич. Кăçалхи Физкультурник кунне халалласа ирттернĕ турнирта та вăл чи вăйли пулчĕ, хăй районта чи лайăххисенчен пĕри пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

 

В.НИКОЛАЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика