Муниципальное автономное учреждение дополнительного образования "Детско-юношеская спортивная школа "Туслах" Шемуршинского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăсем – çĕнтерÿçĕсем

08 октября 2012 г.

Республикăра çамрăксен чи лайăх ĕç бригадисен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Кăçал 18 районтан 34 ĕç тăратнă. Шăмăршă шкулĕнчи "Шемурша. ru" ĕç бригади те хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Вĕсем "Çамрăксен чи лайăх ĕç бригади" номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

"Шемурша.ru" бригадăна 10 класра вĕренекенсенчен йĕркеленĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче В.Хорькова, В.Сергеева, И.Харитонова, Л.Егорова вĕрентекенсем ертсе пынипе тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Паллах, шкул ачисен ĕçĕ тÿленнĕ.

Çу кунĕсем çитсен вĕренекенсем районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кайса ĕç шырани пирки пĕлтерсе регистрациленнĕ, карточкăсем уçнă. Вара ĕçшĕн çунакансене килĕшÿ çырса вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса панă. Ĕç килĕшĕвĕ Шăмăршă лесничесствипе, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕпе тата Шăмăршă ял тăрăхĕпе, паллах, шкулпа та тунă. Пуçланнă вара хĕрÿ ĕç тапхăрĕ.

"Шемурша.ru" бригада район центрĕнче тирпей-илем тăвассишĕн тăрăшнă. Вĕсем парксене çÿп-çапран тасатнă, урамсенчи бордюрсене сăрланă, чечек клумбисене йĕркене кĕртнĕ тата ытти те. Шкул таврашĕнчи ĕçсем пирки те манса кайман. Кунта та ĕç туллиех пулнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн яланах пурнăçламалли нумай.

Вуннăмĕш классене вара Шăмăршă лесничествинче ĕçленĕ самант уйрăмах асра юлнă. Вĕсем кунта чăрăш, хыр хунавĕсене çум курăкран тасатнă. Ĕç кăткăс пулнăран питĕ асăрханса матиксемпе çумлама тивнĕ. Уçă сывлăшра вĕренекенсем савăнса пĕтĕм кăмăлтан тăрăшнă. Çуллахи хĕртсе пăхакан хĕвел те, пĕр вĕçĕмсĕр сĕрлесе явăнакан вăрăм туна та вĕсен кăмăлне хуçайман. Ĕç ушкăнĕнче хаваслă калаçу, шÿт-кулă янраса тăнă.

Çут çанталăка юратакансем ĕçленĕ "Шемурша. ru" бригадăра. Вĕсем вăрман пирĕн пуянлăх пулнине, ăна упрамаллине лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ "Чăваш вăрманĕ" наци паркне те çитме тăрăшнă: вĕçен кайăксемпе тискер чĕр чунсем валли сырăшсем ăсталанă, кăткă тĕмисене карталаса тытнă, саксем лартнă. Сиплĕ ÿсен-тăрана пуçтарас ĕçе те хастар хутшăннă шкул ачисем.

"Шемурша.ru" бригада ĕçĕпе вĕсем тăрăшнă вырăнсенчи ертÿçĕсем кăмăллă юлнă. Вĕсене лайăх ĕçленĕшĕн хавхалантарнă, тав тунă. Вĕсене республикăра çĕнтерни вара чи пысăк хавхалану кÿнĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика